Цифра аталанӑвӗ курӑмлӑ

Категория: Общество Опубликовано: 29.08.2025, 10:38 Просмотров: 30

Чӑваш Республикин Цифра аталанӑвӗн 2030 ҫулчченхи стратегине пӑхса тухрӑмӑр. Республика хамӑр ҫӗршыври цифра технологийӗсене тата искусствӑлла интеллекта тӗп сферӑсене хӑвӑрт вӑя кӗртме пултарни савӑнтарать. Ҫапла пӗлтернӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче.

Эпир цифровизацин пысӑк шайне ҫитрӗмӗр ӗнтӗ: сывлӑх сыхлавӗнче – 100%, вӗренӳре – 97,7%, патшалӑх управленийӗнче – 95,8%. Ку лайӑх старт. Даннӑйсене тирпейлекен Центр туса хуратпӑр. Вӑл мӗнпур патшалӑх тытӑмне ҫирӗппӗн те хӑрушлӑхсӑр ӗҫлеттерме шантарать. Унта пурӑнакансем вара кирлӗ справкӑсене онлайн мелпе пӗр чӑрмавсӑрах илме пултараҫҫӗ. Умра медиахолдинг хута ярасси – массӑллӑ информаци хатӗрӗсене пӗрлештерӗпӗр, вӗсен пахалӑхне ӳстерӗпӗр, тӑкаксене чакарӑпӑр. Информаци хӑрушсӑрлӑхне вӑйлататпӑр. 2025 ҫул вӗҫленнӗ тӗле «Хӑрушлӑхсӑр хула» платформа пур муниципалитета та ҫавӑрса илӗ, 2030 ҫул тӗлне 10 пине яхӑн сӑнав камерине вырнаҫтарӑпӑр. Ҫынсене меллӗ пултӑр тата аварисене прогнозлас тӗлӗшпе «Ӑслӑ хула» тата «ЖКХ управленийӗ» платформӑсене малалла хатӗрлесе ӗҫе кӗртетпӗр. Эпир искусствӑлла интеллектпа хастар усӑ куратпӑр: тухтӑрсене медицина ӳкерчӗкӗсене тишкерме пулӑшнинчен пуҫласа МФЦри ӑслӑ сервиссем таранах. Планра – чӑвашла калакан ИИ-пулӑшуҫӑ тӑвасси тата ытти инноваци проекчӗсем. Раҫҫей Цифра министерстви пирӗн плансене ырларӗ. Вӗсем «Экономика данных и цифровая трансформация государства» нацпроектра кӑтартнӑ наци тӗллевӗсемпе уҫӑмлӑн килӗшсе тӑраҫҫӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6