Сире пурне те çывхарса килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе ӑшшӑн саламлатпăр. Сентябрĕн 1-мĕшĕ – кашни çыншăн чуна çывăх, кĕтнĕ уяв. Ачалăх, шкулта вĕреннĕ çулсем кашни ҫын чӗринче ĕмĕрлĕх асра юлаççĕ. Кăçал Муркаш тăрăхĕнче пурĕ 2818 ача парта хушшине ларать. Вĕсенчен 203-шĕ вара шкул алăкне пĕрремĕш хут уçать. Эсир вӗренекенсене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр, хăйсен пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илччĕр тесе тăрăшатăр. Хамăр округра вара ачасем тарӑн пӗлӳ, тивĕçлĕ воспитани илччĕр тесе сахал мар ĕç туса ирттеретпĕр. Вырăнти бюджетăн ытларах пайĕ шăпах вĕренÿ системине аталантарма каять. Сире пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн тав тӑватпӑр. Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кун-çул сунатпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче сирӗн пурин те ҫӗнӗ ÿсĕмсем ытларах пулччӑр.
Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕ Алексей МАТРОСОВ.
Депутатсен Муркаш муниципалитет округ Пухăвĕн председателĕ Александр ИВАНОВ.
Август 2026 |
