Лăпкă вырăнта пурăннине пăхмасăрах, пирĕнтен кашнинех вăл е ку асăрханусăрлăха пула самантлăха тимлĕхе çухатни пысăк инкекпе каялла тавăрма çук çухату патне çитерет. Хамăр хушăмăртах хăшĕ-пĕри хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни, ăна сĕмсĕррĕн пăсни çине пÿрне витĕр пăхни те ялта «хĕрлĕ автан» тухассипе хăратса тăрать. Çак пулăм пирĕн патăмăрта çеç мар, Раççей Федерацийĕнче те малти вырăнта. Ăна ура хурас тĕллевпех çĕршывăмăрта 1994 çулта «Пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен» Федераллă Саккун вăя кĕчĕ. Вăл паян влаç тытăмĕсен кун йĕркинче тăракан тĕп ыйтăвĕсен шутĕнче.
Маларах каланине тĕрĕслес тĕллевпе иртнĕ эрнекун пирĕн округра «Чăваш Республикинчи пушарпа кĕрешес служба» (ЧРПС) хысна учрежденийĕ республикăри пушар хуралĕн газпа тĕтĕме хирĕç кĕрешекен подразделенийĕсем хушшинче физкультурăпа спорт спартакиадине ирттерчĕ. Палăртнă вăхăта 12 муниципалитет округĕнчи çăлавçăсем Муркашри вăтам шкула пухăнчĕç. Ăмăртăва килнисем кашниех хатĕрленÿ ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра туса ирттернине палăртрĕç. Кунта 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн пуçлăхĕпе Юрий Варюхинпа пушар чаçĕнче службăра тăракансен тăрăшулăхĕ куç умне пулчĕ. Çапла вара Муркашри çăлавçăсем хатĕрленĕ ăмăрту бази çăлавçăсен спартакиадин тĕп вырăнĕ пулчĕ. ЧРПСăн яваплă ĕçченĕсем ăмăрту йĕркипе паллаштарсан, çăлавçăсем пĕрин хыççăн тепри сумлă жюри умĕнче теори ыйтăвĕсемпе экзамен тытрĕç. Ăмăртăвăн иккĕмĕш пайĕнче пушар хуралĕн газпа тĕтĕме хирĕç кĕрешекен подразделенийĕсем «хĕрлĕ автан» тыткăнне лекнĕ çынсене пулăшу парассипе, вĕсен пурнăçĕшĕн тухса тăнă хăрушлăха сирсе ярассипе хăйсен правурлăхне кăтартрĕç. Ăмăртусене муркашсем епле хатĕрленнине тата вăл мĕнле иртнине хысна учрежденийĕн пуçлăхĕ Герман Михайлов хăй хак пачĕ. Пушар хуралĕнче нумай çул яваплă вырăнсенче вăй хунăскер, вăл кашни команда ăмăртнине çирĕп тĕрĕслесе тăчĕ. – ЧРПС подразделенийĕсем хăрушă инкексене вăхăтра сирсе ярассипе тĕп вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем епле ĕçленипе çулăмри çухатусен калăпăшĕ пĕр çыхăра. Çакна спартакиада йĕркелÿçисем паян яр уççăн кăтартрĕç. Апла пулсан ял-хула çыннисем хăйсене лăпкăлăхра туйма пултараççĕ, – терĕ Герман Евгеньевич ăмăртура палăрнисене чыслама вăхăт çитсен. Юлашки икĕ çулта асăннă ăмăртура çĕнтерÿçĕ пулнă пирĕн команда кăçал та теори пайĕнче хăйне япăх кăтартмарĕ (сăн ÿкерчĕкре), анчах инкек тÿсекенсене пĕрремĕш пулăшу парассипе шăмăршăсемпе патăрьелсене тата комсомольскисене ирттерсе ячĕ. Ăмăртăва çÿллĕ шайра ирттерме пултарнишĕн 37-мĕш номерлĕ пушар чаçĕ Тав çырăвне тивĕçрĕ.
Анатолий БЕЛОВ..
Август 2026 |
