Çу кунĕсенче те вăхăт тупаççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 22.08.2025, 10:14 Просмотров: 41

Çу кунĕсенче ял çыннин пушă вăхăт çуккине аван пĕлетпĕр. Апла пулин те вĕсем çак хĕрÿ тапхăрта та ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшма вăхăт тупаççĕ.

Ку енĕпе уйрăмах Хорнуй тата Чуманкасси ялĕсенчи хĕрарăмсем хастар. Çак кунсенче вĕсем салтаксем валли 27 маскировка сетки хатĕрлесе пачĕç. «Пурне те тăрăшнăшăн тав тăватпăр», – пĕлтерет «Моргаушцы-ZА Победу!» ушкăн волонтерĕ Андрей.

Сăн ÿкерчĕкре эсир Чуманкассинчи Нина Замятинăпа Шарпашри Нина Марковăна куратăр. Çак хастар хĕрарăмсем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшассипе ыттисемшĕн тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6