Мăнсĕнтĕрсем çĕнтерчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 22.08.2025, 10:13 Просмотров: 43

«Эсир социаллă активлă пурнăç йĕрки тытса пыма тăрăшнине куратпăр тата ырлатăр. Ку сирĕн сывлăх çине ырă витĕм кÿни пирки манăн иккĕленÿ çук. Малашне те сирĕн тăрăшулăх çак шайрах юласса, çамрăксемшĕн эсир ырă тĕслĕх пуласса шанатăп», – терĕ черетлĕ спорт уявне хутшăнакан пенсионерсене саламланă май муниципалитет округĕн пуçлăхĕн заместителĕн ĕçĕсене туса пыракан тата вĕренÿпе çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова.

Мăн Сĕнтĕрти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта иртнĕ эрнере «Раççей спорчĕ» патшалăх программипе тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Хаваслă çу кунĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн Муркаш муниципалитет округĕнчи пенсионерсен кăçалхи Спартакиадине вĕçлесе унăн 4-мĕш этапĕ иртрĕ. Вăл пуçламăш хут культурăпа спорт фестивалĕ форматра пулчĕ. Спартакиадăна уçса фестивале пухăннисене Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, физкультурăпа спорт ветеранĕсен регионти канашĕн председателĕ Василий Шоркин, ветерансен округри канашăн ертÿçи Елена Максимова, пенсионерсен округри канашĕн председателĕ Петр Скворцов саламларĕç. Вĕсем хăйсен сăмахĕсенче физкультурăпа спорт обществăра сывă пурнăç йĕркине тытма пулăшни, ку вара çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулни пирки каларĕç. Пенсионерсем хушшинче пĕрремĕшхут ирттернĕ культурăпа спорт фестивальне округри Уйкас Янасал, Муркаш, Оринин, Çатракасси, Шетмĕпуç, Мăн Сĕнтĕр, Юнкă тата Ильинка территори пайĕсенчи (пурĕ 8 команда) активлă пенсионерсем хутшăнчĕç. Пĕрлехи тăрăшулăхпа фестиваль анлă та интереслĕ иртрĕ. Унăн программипе килĕшÿллĕн шашкăлла тата шахматла выляссипе, дартс тата пăшалтан перессипе, 200 метра çуран чупассипе, пĕрлехи эстафетăраăмăртассипе вăй виçнĕ хыççăн ĕçре ырăпа палăрнă ветерансем фестиваль йĕркипе художество пултарулăхĕнчен те пăрăнса тăмарĕç. Кунта та финала çитичченех хĕрÿ кĕрешÿ пычĕ: ветерансем куракансене художество пултарулăх номерĕсене 2-шер кăтартрĕç.

Аслă ăрури спортсменсене те, жюри членĕсене те, курма пынисене те çак кун пĕртте кичем пулмарĕ. «Хаваслă çу кунĕсем» проектпа килĕшÿллĕн Муркаш муниципалитет округĕнче ирттернĕ пенсионерсен культурăпа спортăн пĕрремĕш фестивалĕ Мăн Сĕнтĕр территори пайĕн команди çĕнтернипе вĕçленчĕ. Хыççăнхи вырăнсенче – Çатракасси тата Шетмĕпуç территори пайĕсен командисем.

Пенсионерсен спортпа культура мероприятине «Икĕ аккорд» дуэт уяв кăмăлĕ парнелерĕ. Савăнăçлă юрă-кĕвĕ кĕрленĕ хушăрах çĕнтерÿçĕсене кубокпа наградăларĕç. Харпăр хăй ăмăртăвĕсене хутшăннă хастар 60 участник вара медальсене тивĕçрĕ. Пĕтĕмлетÿ. Ăмăртăва хутшăннисем Муркаш муниципалитет округĕнчи пенсионерсен Спартакиади шайĕнчен тухнă культурăпа спорт фестивальне çак шайра çуллен ирттерме сĕнÿ пачĕç.

Анатолий ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6