Чăваш Енте Çул-йĕр хуçалăхĕн тата транспорт комплексĕн 2025 – 2030 çулчченхи аталану стратегине çирĕплетнĕ. Унпа регион ертÿçи Олег Николаев ертсе пыракан Экономикăн аслă канашĕн ларăвĕнче паллаштарнă.
Стратеги регионăн çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессин, çынсемпе бизнес транспорт услугипе усă курассин калăпăшне тата эффективлăхне ÿстерессин, çул-йĕрпе транспорт инфраструктурин приоритечĕпе тĕллевне палăртать. Çаксене Чăваш Енĕн 2030 çулчченхи аталану программине тĕпе хурса йĕркеленĕ. Чăваш Республикин транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Максим Петров асăннă сферăра юлашки пилĕк çулта тунă çитĕнÿсемпе паллаштарнă. Пирĕн регион хытă сийлĕ автомобиль çул-йĕрне тăвассин калăпăшĕпе Атăл çи федераци округĕнче 2-мĕш вырăн йышăнать. Транспорт инфраструктурине курăмлă инвестици хывнипе çул-йĕр ĕçĕсен калăпăшĕ регионта икĕ хут ÿснĕ. 2019 çултанпа 2024 çулччен 2500 км çул юсанă, 62 км çĕнĕрен тунă, 90 км çинче çутă хунарĕсем лартнă. «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çул-йĕр» наци проекчĕ шайĕнче 600 км автомобиль çулне юсанă. «Пирĕн тĕллев – пахалăхлă çулсем тăвасси кăна мар, вĕсемпе управлă усă курасси, вăхăтран маларах юрăхсăра кăларас марри», – çапла палăртать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев. Стратегие халĕ вăйра тăракан çул-йĕр çыхăнăвне модернизацилесси, çĕнĕ магистральсем тăвасси, çавăн пекех обществăлла транспортпа логистика центрĕсене аталантарасси кĕрет. Çĕнĕ технологисемпе усă курассине уйрăм тимлĕх пулĕ. Стратегие финансласси федераци тата регион бюджечĕсем урлă пулса пырать. Стратеги проекчĕсем ял-хула хушшинчи транспорт хутшăнăвне лайăхлатмалла, транспорт хутшăнăвĕн чăрмавне чакармалла, вĕсен пулăшăвĕпе çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленмелле. Çакă регионта бизнеспа туризма аталантарма май памалла. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе 2020 çултанпа республика валли 221 çĕнĕ троллейбус, 47 автобус туяннă, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем хушшинче 3 маршрутпа троллейбус çÿрессине ăнăçлă йĕркеленĕ. Çавна май электротранспортпа тăтăш çÿрекен пассажирсем палăрмаллах ÿснĕ. 2024 çулта 50 млн ытла çынна турттарнă, 2023 çулхинчен 2,3 млн çын ытларах. Регион ертÿçи Олег Николаев пуçарăвĕпе Раççей Минпромторг пулăшнипе 2021 çулта регионсем хушшинче шыв тăрăх куçса çÿрессине çĕнетнĕ. Ăна валли «Валдай – 45Р» шыв çинче çÿремелли виçĕ транспорт туяннă. Унпа усă куракансем те çулсерен нумайланса пыраççĕ, иртнĕ çул унпа 19 пин ытла пассажира турттарнă. Республикăна килекен туристсен йышĕ те ÿснĕ.
2030 çулччен регион çулĕсене 85 процент йĕркене кĕртсе çитермелле, çакă вăл – 1328 км çул-йĕр. Муркаш муниципалитет округĕнче те çул-йĕр юсас ĕçсем калăпăшлă пыраççĕ. Вĕсенчен пĕри – «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕ шайĕнче «Тойгильдино – Паймурзино» автомобиль çулне юсасси. Ку ĕçе вĕçленĕ. Çак кунсенче контракта пурнăçланине тĕрĕслекен ĕç ушкăнĕ вырăна çитсе килчĕ. Вăл шутра – Муркаш округ администрацийĕн территорисене хăтлăх кĕртессин управленийĕн ертÿçин çумĕ – строительствăпа çул-йĕр хуçалăхĕ тата ЖКХ пайĕн ертÿçи Валерий Фомин, «ДОРТЕХ» чикĕллĕ яваплăхлă обществăн ертÿçи Александр Немов. Çавăн пекех объектра Уйкас Янасал территори пайĕн ертсе пыракан эксперт специалисчĕ Анжелика Егорова, общественность представителĕ, Ваçкасси ялĕн старости Светлана Максимова пулчĕç. Ĕç ушкăнĕ юсав пахалăхĕпе паллашрĕ. Юсав ĕçĕсене контрактра палăртнă вăхăтра – августăн 1-мĕшĕ тĕлне – вĕçленĕ. Ĕçе çулăн 2,49 км пурнăçланă. Ăна валли 26,4 млн тенкĕ тăкакланă. Çул юсавĕ кунпа кăна вĕçленмест, перекетленĕ укçапа Кĕртекасси ялĕ еннелле çулăн малалли пайне 920 м тăршшĕ юсама палăртаççĕ. Уйкас Янасал территорийĕнчи ялсенче пурăнакансем ку ĕçпе питĕ кăмăллă пулнине палăртаççĕ.
Август 2026 |
