Муркаш район прокуратури энергетика законодательствине пурнăçланине тĕрĕсленĕ. Унта Ростехнадзорăн Атăл çи управленийĕн специалисчĕсем те хутшăннă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче «Россети Волга – Чувашэнерго» ПАО Муркашри РЭС филиалĕн ĕçĕнче çитменлĕхсем тупса палăртнă.
Организаци электропередачăн сывлăшри линийĕн хăш-пĕр сыхлав зони тĕлĕнчи ÿсен-тăрана тасатман, пысăк вольтлă лини таврашĕнче пушар сыхлăх тĕлĕшпе сухаламан. Çавăн пекех трансформаторăн маслоприемник борчĕсем те тивĕçлĕ шайра пулман. Хăш-пĕр объектра кирлĕ паллăсем лартман, ытти çитменлĕхе те тупса палăртнă. Ку энергетика законодательствине пăсни пулать. Çак факт тĕлĕшпе район прокуратури «Россети Волга – Чувашэнерго» ПАО Муркашри РЭС филиалĕн должноçри ĕçченĕ тĕлĕшпе РФ КоАПĕн 9.11 статйи (нарушение правил пользования электрической энергией, правил установки электроустановок, энергопотребляющих установок) тăрăх административлă ĕç пуçарнă. Ĕçе Федерацин экологи, технологи тата атом надзорĕн службин Атăл çи управленийĕ пăхса тухнă тăрăх должноçри ĕçчен çине административлă штраф хунă. Унсăр пуçне район прокуратури организаци ертÿçи ячĕпе представлени тăратнă. Ăна пăхса тухнă тăрăх çитменлĕхсене сирме мера йышăннă.
Алексей Гала хов , Муркаш район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.
Август 2026 |
