Чӑваш Ен наци проекчӗсене пурнӑҫлама 2025 ҫулта 15 миллиард тенкӗ ярӗ

Категория: Общество Опубликовано: 22.08.2025, 09:49 Просмотров: 63

Нацпроектсене пурнӑҫлама 2025 ҫулта Чӑваш Енре 15 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Отчет кӑтартӑвӗсемпе Олег Николаева Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ ҫумӗнчи Стратеги аталанӑвӗпе проект ӗҫӗ-хӗлӗ енӗпе ӗҫлекен канаш ларӑвӗнче паллаштарнӑ.

Паянхи кун Чӑваш Ен 12 наци проектне пурнӑҫа кӗртме хутшӑнать. Вӗсен тӗллевӗсене пурнӑҫлас тесе республика регионти 41 проекта хатӗрлесе хута янӑ. «Уйӑрнӑ 15,3 миллиард тенкӗрен 3,4 миллиард тенкине 40 объекта тума тата юсаса ҫӗнетме ярӗҫ. Ҫав хушӑрах вӗсенчен 14-шне кӑҫалах хута яма палӑртнӑ. Бюджет укҫин 98 процентне яхӑн тӑватӑ нацпроекта пурнӑҫлама ярӗҫ: «Пурнăç инфратытăмĕ»,«Ҫамрӑксемпе ачасем», «Вӑрӑм та хастар пурнӑҫ» тата «Ҫемье», – пӗлтерчӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумӗ Дмитрий Краснов. Раҫҫей Правительствин проект офисӗ хакланӑ тӑрӑх республика нацпроектсен тӗллевлӗ кӑтартӑвӗсене пурнӑҫлас енӗпе ҫӗршыври регионсем хушшинче малтисен йышне кӗрет. Кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта Чӑваш Ен позицие лайӑхлатса ҫӗршывӗпе 4-мӗш вырӑн йышӑннӑ. 12 нацпроектран 10-шӗпе республика ҫӗр процентлӑ кӑтартусем тунӑ. Республикӑра пурӑнакансен 95 проценчӗ нацпроектсен шайӗнче йӗркеленекен объектсемпе кӑмӑллӑ пулни пӗлтерӗшлӗ. Ку Раҫҫейри вӑтам шайран чылай пысӑкрах (83%). Кун пек даннӑйсене «Национальные приоритеты» АНО илсе кӑтартать. Ку кӑтартупа Чӑваш Ен Раҫҫейӗпе 2-мӗш вырӑн йышӑнать. Стратеги канашӗн ларӑвӗнче ҫурт-йӗр тӑвас, ЖКХ тата инфратытӑма аталантарас сферӑри наци тата регион проекчӗсене мӗнле пурнӑҫланине пӑхса тухнӑ. Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Владимир Максимов 2025 ҫултанпа Чӑваш Ен федерацин «Пурнăç инфратытăмĕ» ҫӗнӗ нацпроекта пурнӑҫлама тытӑннине пӗлтернӗ.

«Ҫурт-йӗр» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре, Раҫҫей Строительство министерствипе килӗшӳ туса, кӑҫал 818 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута яма палӑртнӑ. Январь – июль уйӑхӗсенче 510,1 пин тӑваткал метр ҫурт-йӗр хута ярасса кӗтеҫҫӗ – планран 62,4%. Ҫавӑн пекех кӑҫал граждансене 2017 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн авариллӗ тесе йышӑннӑ ҫурт-йӗр фондӗнчен куҫармалли программӑна пуҫлама палӑртнӑ.

«Коммуналлӑ инфратытӑма модернизацилесси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал пилӗк объекта пурнӑҫлама тытӑнассине пӑхса хӑварнӑ. Вӗсен шутӗнче: Ҫӗрпӳ хулинчи шывпа тивӗҫтермелли системӑсене реконструкцилесси, Патӑрьел, Шӑмӑршӑ тата Комсомольски округӗсенчи ушкӑнлӑ шыв пӑрӑхӗн 1 тапхӑрне, Патӑрьел ялӗн хӗвелтухӑҫ пайне шывпа тивӗҫтермелли сетьсене, Сӗнтӗрвӑрринчи тасатмалли сооруженисене 2026 ҫулта туса пӗтересси. Ҫавӑн пекех Шӑнкӑртам ялне шыв кӗртмелли сетьсене тӑвасси, 2027 ҫулта хута ямалла. «Хальхи хула хутлӑхне йӗркелесси» федераци проекчӗпе килӗшӳллӗн кӑҫал хӑтлӑх кӗртмелли ҫӗнӗ объектсемшӗн Пӗтӗм Раҫҫейри сасӑлавра ҫӗнтернӗ 25 обществӑлла вырӑна хӑтлӑлатма палӑртнӑ. 12 территорире ӗҫсене вӗҫленӗ. Унсӑр пуҫне Ҫӗрпӳпе Етӗрнере пӗчӗк хуласемпе истори поселенийӗсенче хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелемелли чи лайӑх проектсен Пӗтӗм Раҫҫейри IX конкурсӗнче ҫӗнтернӗ проекчӗсене пурнӑҫлама пуҫланӑ. Регионти Строительство министерствин ертӳҫин докладӗнче тӑратнӑ информацие пӗтӗмлетнӗ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев партнерсемпе тата подрядчиксемпе ӗҫлессинче клиентцентрикӑлла мелпе усӑ курасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине аса илтерчӗ. «Пысӑк задачӑсене татса пама чӑнах та йывӑр. Пирӗн тӗллев – подрядчиксем хӑвӑртрах ӗҫлеме пултарччӑр тесе майсем туса парса тухӑҫлӑ хутшӑну йӗркелесси, ҫав вӑхӑтрах тӗрӗслев тытӑмне аталантарасси. Ҫапла майпа кӑна Чӑваш Енре пурӑнакансене кирлӗ кӑтартусене пурнӑҫлама пулать», – тесе палӑртнӑ Республика Пуҫлӑхӗ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн пресс-служби.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6