Паянхи пурнăçпа тан пырас тесен вырăнти влаçпа халăх пĕрле ĕçлени пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакă пирĕн муниципалитет округĕнче иртекен кашни информаци кунĕнчех куç умне тухать. Ку хутĕнче те вăл кун йĕркинчен айккинче юлмарĕ.
Çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче пĕрлехи ин- формаци кунне ирттерме пирĕн округа ЧР Гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен министрĕ Сергей Павлов килсе çитрĕ. Сергей Геннадьевич Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа тата унăн заместителĕпе Лилия Тарасовăпа округ администрацийĕнче граждансене хăйсене хумхантаракан ыйтусемпе йышăнчĕ, кашнинех конкретлă хуравсем пачĕ. Калаçура çынсем хăйсемшĕн, вырăнти пурнăç условийĕсемшĕн тата округшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнине палăртса хăварас килет. Çакă çынсем пĕр хăйсемшĕн çеç пурăнманнине çирĕплетрĕ. Йышăну хыççăн ĕç ушкăнĕ вырăнти территори пайĕн пуçлăхĕпе Валентина Пушковăпа Орининти «Золушка» ача садĕнче ĕçлекенсемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Тĕл пулăва килнисем уçă калаçура ялта пурăнакансен пурнăçĕпе интересленчĕç, вĕсен ыйтăвĕсене хуравларĕç. Пĕрлехи информаци кунĕнче ку хутĕнче пĕрремĕш ыйтура Чăваш Республикин тата муниципалитет йĕркелĕвĕсен экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн пилĕк çуллăха пăхнă «Чувашия – 2030» комплекслă программипе паллашасси пулчĕ. Унпа пĕрлех тĕл пулура авăн уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче Пĕрлехи сасăлав кунне епле ирттересси тата сасăлав мелĕсене пăхса тухасси пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнчĕ. Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Матросов пухăннисене малтанах муниципалитет округĕнчи лару-тăрупа, вырма епле пынипе, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенчи ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Ун хыççăн хăйĕн сăмахĕнче Сергей Павлов Чăваш Республикин малалла çирĕппĕн утма майсем çителĕклĕ пулнипе паллаштарчĕ. «Пирĕн тĕп тĕллев – хамăр ку вăхăтчен пурнăçланă ĕçсене тĕплĕ тишкерсе хак парасси тата 2030 çулччен пурнăçламалли ĕç тĕллевĕсене палăртасси. Çакна эпир çиччĕ виçсе тума пултарсан, пирĕн малашлăх çулĕ те уçăлĕ, эпир тирпейлĕрех те хăрушсăртарах условисенче пурăнма пуçласси ума тухĕ», – терĕ Сергей Геннадьевич хăйĕн сăмахĕнче ял çыннисене малашлăха шанса пурăнма, патшалăх пулăшăвĕсемпе туллин усă курма сĕнсе.
Ыррине шанма вара пирĕн майсем пур. Юлашки çулсенче регион экономики малтанхинчен 2 хут ÿснĕ. Усă курман çĕрсен пысăк пайне республикăра пусă çаврăнăшне кĕртни те – ырă пулăм. Яла аталантарма субсидисем илессипе те пирĕн республика Атăл çи тăрăхĕнче малтисен шутĕнче. Çакă ялти тата хулари пурнăç условийĕсене пĕр шая кăларать, малалла пăхма çул уçать. Республикăра юлашки 5 çулта 4 миллион тăваткал метр ытла пурăнмалли çурт-йĕр тунă, çул-йĕр тăвасси-юсассине 2 хут ÿстернĕ, Шупашкар валли çĕнĕ 221 троллейбус туяннă, аэропортра юсав ĕçĕсене вĕçленĕ, ялсенче çĕнĕрен 35 клубпа Культура çурчĕ ĕçе кĕртнĕ. Вĕренÿ шайĕ ÿссе пынине кăçал вăтам шкул пĕтерекенсем хушшинче экзаменра 100 балл пухнисем 47 ачана çитни çирĕплетет. Вĕсем пĕлÿ пухма инçе каймаççĕ, хамăр тĕп хуларах юлаççĕ. Алла диплом илсен ĕç вырăнне те Шупашкартах тупаççĕ. Юлашки çулсенче 400 пин ытла çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Çаксем йăлтах пирĕн республика малашлăхпа пурăннине çирĕплетекен тĕслĕхсем.
Пĕрлехи информаци ушкăнĕ округ пурнăçĕпе кăмăллă юлчĕ. Муркашсем ыранхи куна шанса пурăнни ятарласа каламасăрах паллă пулчĕ.
Анатолий БЕЛОВ
Август 2026 |
