Сентябрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхне суйлатпăр. Сасăлав виçĕ куна пырать, сентябрĕн 12, 13, 14-мĕшĕсенче сасăлатпăр.
«Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн, августăн 16-мĕшĕнче суйлав умĕнхи агитаци тапхăрĕ пуçланчĕ. Çавна май эпир хаçатра, паянхи номертен пуçласа, кандидатсен агитаци материалĕсене пичетлетпĕр. Вĕсемпе 2 – 3-мĕш страницăсенче паллашăр. Аса илтеретпĕр, суйлава 5 кандидат хутшăнать. Алфавит йĕркипе:
1. Ильин Владимир Дмитриевич, кандидата «Российская партия пенсионеров за социальную справедливость» партин регион уйрăмĕ тăратнă.
2. Морозов Максим Викторович, кандидата «Новые люди» партин регион уйрăмĕ тăратнă.
3. Николаев Олег Алексеевич, хăйне хăй кандидата тăратнă.
4. Савинов Владимир Сергеевич, кандидата «Зеленые» партин регион уйрăмĕ тăратнă.
5. Степанов Константин Олегович, кандидата «ЛДПР» партин регион уйрăмĕ тăратнă.
Кандидатсен суйлав умĕнхи агитаци материалĕсене виçĕ номерте пичетлетпĕр. Вĕсем агитаци тапхăрĕ пынă вăхăтра кун çути кураççĕ. Агитаци тапхăрĕ сентябрĕн 11-мĕшĕнче вĕçленет.
Редакци.
Август 2026 |
