Йывăрлăхсене çĕнсе

Категория: Общество Опубликовано: 22.08.2025, 09:26 Просмотров: 57

Малашлăха пăхса ĕçлекен ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем паян уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курса вырмара тăрăшаççĕ.

Ĕнерхи куна муниципалитет округĕнчи хуçалăхсем пурĕ 5842 гектар çинчен (41,7 процент) тырă-пулă вырса кĕртнĕ. Çĕр ĕçченĕ пĕтĕмпе 23017 тонна çĕнĕ тырă çапса тĕшĕленĕ. Ĕç хăвăртлăхĕ Е. Андреев яч. хис., Суворов яч. хис., «Свобода» хуçалăхсенче ыттисенчен пысăкрах. Округĕпе кăçалхи тырă-пулă тухăçĕ гектар пуçне хальлĕхе вăтамран 39,4 центнерпа танлашать. Хуçалăхсем кĕр аки валли 4 пин гектара яхăн çĕр хатĕрленĕ. Суворов яч. хис., «Оринино» хуçалăхсем кĕр акине тухнă. Вĕсем 400 гектара яхăн кĕрхи тулă акса хăварнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6