Пирĕн республикăра ĕçлĕ çул çÿревпе Раççей Правительствин Председателĕн çумĕ Дмитрий Патрушев пулчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Дмитрий Патрушевпа тĕл пулчĕ, ăна республика аталанăвĕпе паллаштарчĕ.
«Регион экономикин пĕлтерĕшлĕ пайĕ ял хуçалăхĕ пулса тăрать. Кунта эпир кăтартусем çирĕппĕн ÿссе пынине куратпăр», – тенĕ Дмитрий Патрушев. Олег Николаев иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе республикăра аш-какай туса илесси 6,3 про- цент, сĕт туса илесси 3,2 процент, çăмарта туса илесси 32 процент ÿснине палăртнă. Вице-премьер пирĕн республика хăмла туса илессипе çĕршывра малта пынине палăртнă
Август 2026 |
