Муркашсем çырла ÿстерме ăста

Категория: Общество Опубликовано: 22.08.2025, 09:23 Просмотров: 51

Иртнĕ эрнере республикăра çырла фестивалĕ виççĕмĕш хут иртрĕ. Унта фермерсем, сад тата çырла ÿстерекен ăстасем хăйсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа пачĕç, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пулăшнипе 2021 çултанпа республикăра çырла туса илес ĕç ăнăçлă аталанать. 2021 – 2024 çулсенче 45 фермер патшалăх пулăшăвне тивĕç пулнă. «Фермер шкулĕнче» çырла ÿстерес ăсталăха 49 предприниматель алла илнĕ. 2024 çулта республикăра пĕтĕмĕшле улма-çырла лаптăкĕ 3 пин гектартан иртнĕ. Çав çул пĕтĕмпе 35 пин тонна улма-çырла пухса илнĕ. Муркаш округĕнче çырла ÿстерессипе ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Çĕр çырлин ытларах лаптăкĕ шăпах пирĕн округра вырнаçнă. Пирĕн çырла ăстисем, фестивале хутшăннă май, пысăк наградăсене тивĕçнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав сăмахне – Александр Иванов предприниматель, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Тав сăмахне – Мичурин ячĕпе хисепленекен хуçалăхри Владимир Яковлев тракторист.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6