Муркаш район прокуратури çыннăн ыйтăвне тĕпе хурса тĕрĕслев ирттернĕ.
Çакна тупса палăртнă. Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн должноçри ответлă ĕçченĕ федерацин «О порядке рассмотрения обращения граждан» саккунне пăхăнман. Гражданин округ администрацине «Волга – Вурмой» автомобиль çул-йĕрĕ тивĕçлĕ шайра пулманнине пĕлтерсе администрацине çырупа тухнă. Должноçри ĕçчен ыйтăва саккунпа çирĕплетнĕ 30 кун хушшинче пăхса тухман, пĕр уйăх иртсен кăна хурав панă. Ку саккуна пăсни пулать. Район прокуратури РФ КоАПĕн 5.59 статйи тăрăх должноçри ĕçчен тĕлĕшпе административлă ĕç пуçарнă. Ĕçе миравай судья пăхса тухнă, айăплă ĕçчене 5 пин тенкĕ штраф пама йышăннă. Çавăн пекех район прокуратури Муркаш муниципалитет округ пуçлăхне асăрхаттарнă, малашне кун пекки пулмалла маррине çирĕплетнĕ.
Алексей ГАЛАХОВ, Муркаш район прокурорĕ
Август 2026 |
