Ял çынни çырла бизнесне аталантарать

Категория: Общество Опубликовано: 15.08.2025, 13:59 Просмотров: 72

Хальхи вăхăтра ялта пурăнакана çĕр ĕçĕнче пуçарулăх кăтартса вăй хума, пысăк малашлăхлă ĕç пуçарма патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать. Ял çыннин агробизнесне аталантарма, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствинчи пекех, пирĕн республикăра та çуллен миллионшар тенкĕ уйăраççĕ. Кунта Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви урлă хамăр ялсенче агробизнеса аталантарма йĕркеленĕ «Перспектива» грант та пĕлтерĕшлĕ вырăнта тăрать. Унăн пулăшăвĕпе юлашки çулсенче ĕне тытса сĕт сăвассине, сыр тăвассине, пулă тата сурăх ĕрчетессине, çырла ÿстерессине кÿлĕнес шухăшлă çĕр ĕçченĕ анлă усă курма пуçларĕ.

Катькас территори пайĕнчи Чурикасси ялĕнче пурăнакан Антонинăпа Валерий Кондратьевсем икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ. Туслă мăшăр çĕр ĕç юратăвне ашшĕ-амăшĕнченех алла илнĕ. Ăна вĕсем паян малашлăха пăхса аталантарассишĕн тăрăшаççĕ. Çак ĕçе ачисене те, мăнукĕсене те явăçтараççĕ.

– Çĕр ĕçне юратакан выçă лармасть, çарамас та тăрса юлмасть, – йăл кулăпа калаçать çемье пуçĕ ывăлĕсем те çемьеллине пĕлтерсе. Кондратьевсен ăратти пĕчĕк мар. Колхозра ĕмĕрленĕ ашшĕпе амăшĕ – Семен Ивановичпа Валентина Григорьевна – 4 ывăл çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте ялта тымарланнă, çĕр ĕçĕпе туслашнă. Валера çемьере кĕçĕнни пулнине пăхмасăрах пĕр ĕçре те пиччĕшĕсенчен юлман: выльăх пăхнă, çĕр улми лартнă, кăларнă, çуркунне йăран пуснă, çулла çум çумланă, утă çулса хĕл валли выльăх апачĕ янтăланă, кĕтÿ кĕтнĕ, юлташĕсемпе ял пĕвинче шыва кĕнĕ, каннă чухне лапталла вылянă. «Атте-аннене кура эпир те ĕçрен ютшăнса тăман», – терĕ Валерий Семенович хăйĕн ĕç ĕмĕрĕ тĕлне çитсен. Ял ачин кашни ÿсĕмре хăйĕн ĕçĕ. Çапла вара Валера кĕреплепе утă та тавăрнă, çул çитсен курăк та çулнă, йĕтем çине тырă алама çÿренĕ, çĕнĕ çăкăра миххе тултарса кĕлете кĕртнĕ.

– Пурнăçпа тан пыма хавхалантарнă пире аттепе анне. Çапла вара патшалăх ял çыннине çĕнĕ ĕçе кÿлĕнме пулăшма пуçласан, хама ачаран çырла лартса ÿстерес ĕмĕт канăçсăрлантарни мала тухрĕ. Тĕрлĕ яваплă çĕрте ĕçлесен те ял ĕçĕнчен пăрăнмасăр, килте виктори лартса ÿстерес шухăш патне çитсе тухрăм, – аса илчĕ çĕнĕ ĕçе пуçăнни пирки Валерий Семенович мана теплицăсемпе паллашма чĕннĕ май. Краснодар облаçне кайса 6-7 сорт кÿрсе килсе лартнă çĕр çырлин ятарлă пĕчĕклаптăкĕ мăшăрĕ тата ачисем пулăшнипе тепĕр çулнех 20 соткăна çитет. Паянхи куна вăл унăн харпăрлăхĕнче самай лаптăк йышăнать. Çырла туса илес технологие çирĕп алла илнĕскер, хăй пуçăннă ĕçшĕн пĕртте кулянмасть юлташăм. Иртнĕ çулсенче çырлапа ĕçлессине вăл ывăлĕ çине çырнă. Антон паян – ашшĕн ĕçне малалла тăсаканĕ. Фермерсем хатĕрлекен шкулта вĕренсе иртнĕ çулсенче вăл ЧР Ял хуçалăх министерстви урлă ятарлă «Перспектива» гранта тивĕçнĕ. Ку çырла лартса ÿстерессинче хушма тĕкĕ пулнине пытармасть кил хуçи. Паян асăннă хуçалăхра çĕр çырлин тĕрлĕ сорчĕ теплицăра та, йăран çинче ятарлă пленка айĕнче те, уçă вырăнта та ÿсет.

Вĕсемсĕр пуçне хуçалăхра хăмла çырлипе виноградăн тĕрлĕ сорчĕ пур. Юлашки çулсенче харпăрлăхра кăвак çырла та (голубика) пуçтарма пуçларĕç. Çырла вăхăтĕнче ăна пуçтаракансем хушшинче кил хуçисемсĕр пуçне кÿршĕ ялсене те, хуларан ятарласа ĕçлеме килекенсене те тĕл пулма пулать. Кунти çырла, фермерсем тăрăшнипе, Раççейăн тĕрлĕ кĕтесне каять. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса Кондратьевсем тĕрлĕрен техника хатĕрĕ, çырла упрама холодильник туяннă. Çырлана тумла мелĕпе шăварса апатлантарассине ĕçе кĕртнĕ, ăна тухăçлă туса илме халĕ ятарлă программăпа ĕçлеççĕ.

– Çулсене шутламастпăр, малашлăха пăхса ĕçлетпĕр, – йăл кулса сывпуллашрĕ манпа Валерий Семенович. Фермер малашлăхпа пурăнни, ыранхи куна шанни килĕшрĕ мана. Çавăнпа ĕçпе туслă çемьене ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунса уйрăлтăм. Çырла йăранĕ çинче вара ял çыннисем ăмăртмалла ĕçлетчĕç. Кунти продукци Шупашкар пасарĕсенче те вырăн тупасси пирки манăн иккĕленÿ юлмарĕ. Округри фермерсем кăçал çĕр çырлине пĕтĕмпе 75 гектар çинче туса илеççĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6