Çапла пĕтĕмлетÿ тăватăп сăн ÿкерчĕкре куракан Ярапайкасси тăрăхĕнчи Галина Иванова пирки. Эпĕ ăна тăрăшуллă тĕп бухгалтер, яваплă специалист, пултаруллă ал ĕç ăсти, ыттисене пулăшма хатĕр çын пулнипе пĕлетĕп.
1992 çулта Чăваш ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухсан «Герой» хуçалăх бухгалтерĕнче ĕçлеме пуçланă. Каярах ăна çак хуçалăхăн тĕп бухгалтерĕ пулма шаннă. Çавăн пекех вăл вунă çул хуçалăх ертÿçинче те тăрăшрĕ. Халĕ вăл тĕп бухгалтер ĕçне малалла тăсать, «Росгосстрах» страхлав компанийĕн страхлав агентĕнче те тăрăшать. Ку тăрăхри çынсем, ытти çĕрти пекех, ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене май пур таран пулăшаççĕ. Галина Никитична та тĕп ĕçрен пушанса çынсемпе пĕрле хÿтлĕх сетки çыхма куллен хутшăнать, салтаксене ытти енĕпе те пулăшма тăрăшать. Çавăн пекех вăл хĕллехи, кĕркуннехи каçсенче ротангпа илемлĕ тĕрлĕ савăт, кашпо эрешлет. Пÿлĕме вĕсем хăтлăх кÿреççĕ, усă курма меллĕ. «Ку ĕçпе çу кунĕсенче ларма вăхăт çук, паллах. Алă ĕçĕ ывăннине ирттерет, тепĕр чухне вăхăт кайнине те сисместĕп, çыхатăп та çыхатăп. Хитре пулса пыраççĕ те татах çыхас килет, хам ĕç çине пăхса савăнатăп. Килте усă курнисĕр пуçне тус-юлташсене парнелетĕп. Питĕ илемлĕ пулать, вĕренес текенсем те пур, хаваспах вĕрентетĕп вĕсене. Чечексем ÿстерме юрататăп», – çапла калать Галина Никитична хăйĕн эрешĕсемпе паллаштарса. Обществăлла ĕçре те хастар вăл, яланах çынсемпе пулма тăрăшать. Ăна маларах депутат пулма та шаннă. 2018 çулта Галина Иванова хăйĕн ăсталăхне республикăри «Женщина –лидер» конкурса хутшăнса тĕрĕслерĕ, «Сельская женщина – предприниматель» номинацире çĕнтерчĕ. Ĕçне кура – хисепĕ. Тăрăшуллă ĕçчене Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе тата ытти наградăпа чысларĕç. Вăл икĕ ача амăшĕ, Федорпа Никита ывăлсене аслă пĕлÿ панă, магистратура пĕтернĕ вĕсем. Пирĕн хушăра çакăн пек хастар çынсем пурри савăнтарать.
Роза МАКАРОВА.
Август 2026 |
