«Эпĕ вăл вăхăтра штатра тăракан çар çынниччĕ»

Категория: Общество Опубликовано: 15.08.2025, 10:49 Просмотров: 51

Çапла каласа кăтартрĕ вăрăм çула тухас умĕн мана Дмитрий Осинкин командир. Ятарлă çар операцине малтанхи вăхăтранпах хутшăнакан çар çынни нумаях пулмасть черетлĕ тăваттăмĕш отпуска килсе кайрĕ. Взвод командирне вăрăм çула кил-йыш, тăванĕсемпе çывăх çыннисем ăсатрĕç. Вĕсене курса манăн та чун хурланчĕ.

– Ятарлă çар операцийĕ пуçлансанах унта тухса кайрăм, килтен мар, Мурманскран. Урăхла пулма та пултарайман, эпĕ çар çынни, Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тупа тунă. 2017 çулта Раççей Оборона министерствипе контракт çырнăран вăл вăхăтра эпĕ штатра тăракан контрактникчĕ. Эпĕ тăракан взвод халĕ Херсон енче. Эпĕ тата манăн взводри салтаксем малти линире тăшманпа çапăçатпăр. Днепр шывĕ хĕрринче эпир. Пирĕн йыш туслă, пурте пĕр шухăшлăн çар тивĕçне пурнăçлама хатĕр. Личный составра шанчăклă çынсем, вĕсемпе çÿлтен лартнă задачăна пурнăçлама пулать. Çакна тума эпир хатĕр. Взводра муркашсемех çук, чăвашсем пур. Мĕнле наци пулни пĕлтерĕшлех мар, задачăна ăнланни пĕлтерĕшлĕ. Гуманитари пулăшăвĕ пирĕн пата çитсех тăрать. Эпĕ отпуска килсе çÿретĕп те каялла пушшăн каймастăп. Акă халĕ те хам валли кăна мар, ыттисем валли те пултăр тесе тиесе каятăп. «Моргаушцы – ZA Победу» волонтер ушкăнĕнчен вĕсен ăстисем хатĕрленĕ 10 хÿтлĕх сеткине илсе тухрăмăр. Çавăн пекех эпĕ тĕрлĕ япала, çимелли илсе каятăп. Кунта пире валли Михаил Романовпа Николай Никитин та япаласем парса яма хатĕрленĕ. Сетка çыхакансене, тĕрлĕ пулăшу паракансене пурне те пысăк тав. Пĕрле пулсан çĕнтерÿ пулатех, – терĕ Дмитрий Владимирович вăрăм çула тухма машинăна тапратса. Паллах, амăшĕн чун-чĕри пăлханать, пăшăрханать, хурланмасăр майĕ те çук. Çулĕ ытла та вăрăм-çке, вăхăчĕ лăпкă мар. Турри пулăштăрччĕ пирĕн салтаксене кил-йыша тĕрĕс-тĕкел çаврăнса çитме.

– Лайăх кĕтсе илесчĕ, вăрăм çулĕ такăр пултăр. Ырăпа, сывлăхпа, Турăпа çÿремелле пултăр. Çапла ăсатса яратпăр, кĕтсе илетпĕр. Мĕн тăвас ĕнтĕ. Пускилсем, çывăх çынсем посылкăсем хатĕрлеме пулăшаççĕ, çак ĕçе хутшăнакансене пурне те тав тăватăп, – терĕ командир амăшĕ Алевтина Осинкина шывланнă куçне тутăр вĕçĕпе шăлса. Шел, унăн мăшăрĕ, ачасен ашшĕ, пурнăçран ытла та ир уйрăлнă çав. Çапла маттур ачасем ÿссе ура çине тăнине курма шăпа пÿрмен ăна. Ача-пăчана пĕчченех ÿстерсе ура çине тăратма тивнĕ хĕрарăма. 4 ачана вĕрентсе, тĕрĕс воспитани панă вăл. Асли – Алина, шăл тухтăрĕ, иккĕмĕшĕ – Николай, почтальон, виççĕмĕшĕ – Дима, командир, кĕçĕнни Александр «АККОНД» предприятире инженер механикра тăрăшать.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6