Çатракассисен кăçал клуб пулать, çитес çулхи ĕмĕт те пысăк

Категория: Общество Опубликовано: 15.08.2025, 10:44 Просмотров: 92

Çатракасси территори пайне тăтăшах каймастăп пулин те, вырăнти ертÿçĕ Надежда Никитина пирки ырă сăмах илтме тÿр килет. «Пирĕн Надежда Геннадьевна пултаруллă ертÿçĕ, ăнăçрĕ пире унпа. Вăл пирĕн ялшăн, Çатракасси тăрăхĕшĕн чылай тăрăшать», – терĕ пĕррехинче Галина Ершова педагог-ветеран.

Çатракасси территори пайĕнче кăçал пуçарулăх бюджечĕн программипе 2 проект пурнăçланмалла: пĕри – Çатракассинче клуб тăвасси, тепри – Çĕньял Очăкассинче пĕве тасатасси. Эпĕ Çатракассинчи ĕçпе паллашма вырăна çитсе килтĕм. Культура объектне «Импульс» организаци тунине куртăм. Клуб калăпăшĕ пĕчĕк мар, тăршшĕ 20 метр. Подрядчик август вĕçне объекта туса пĕтерме шантарать. Надежда Никитина каланă тăрăх, çитес çул валли те Çатракасси территори пайĕ пуçарулăх бюджечĕн программине активлă хутшăнма палăртать, ĕçĕ нумай. Йÿтĕркассинче 2 км ытларах шыв пăрăхĕн сетьне юсамалла. Çатракассинчи Седойкино урамĕнче 2 км 28 м шыв пăрăхĕн сетьне çĕнетмелле. Çатракасси ялĕнче тренажер залне хăтлăх кĕртмелле. Очăкасси çăви патне пымалли çула такăрлатмалла, тăршшĕ  çур километр ытла. Кашмашра патриот зонине йĕркелемелле. Кашмаш ялĕнчи Молодежная тата Мир урамĕсенчи пĕвесене пушар хăрушсăрлăх тĕлĕшпе тасатмалла.

– Пирĕн тăрăхри çынсем пуçарулăх бюджечĕн программи пирки тата вăл усăллине лайăх пĕлеççĕ, унта хутшăнма тăрăшаççĕ. Çитес çул валли 6 проект тĕлĕшпе ялсенче çынсемпе пухусем ирттертĕмĕр. Çыннисем активлă. Вĕсем çак проектсене пурнăçласшăн. Конкурс комиссийĕ пирĕн проектсене йышăнасса шанатпăр, – терĕ Надежда Геннадьевна.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6