Çапла каларĕç Çатракасси тăрăхĕнче пурăнакан Аленăпа Сергей Валежниковсем патшалăх пулăшăвĕпе усă курма май пулнишĕн савăнса.
Чăваш Республикин Строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин официаллă сайтĕнче пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи пĕрремĕш çур çулта Чăваш Енти 189 çамрăк çемье «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕн «Çамрăк çемье» программи шайĕнче хăйсен пурнăç условине патшалăх пулăшăвĕпе лайăхлатма пултарнă. Асăннă министерство ертÿçи Владимир Максимов кăçал пĕтĕмпе 317 çемье çак пулăшупа усă курма пултарассине пĕлтерет. Ку тĕлĕшпе çамрăк çемьесене пулăшма федераци бюджетĕнчен – 118,7 миллион тенкĕ, республика бюджетĕнчен – 300 миллион тенкĕ, вырăнти бюджетран 110,4 миллион тенкĕ уйăрĕç. Аса илтеретпĕр, «Çамрăк çемье» программа шайĕнче юлашки 5 çулта 2322 çемье хăйсен пурнăç условине лайăхлатма пултарнă. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пуçарăвĕпе пулăшăвăн ку мелĕпе усă курассине 2030 çулччен тăснă. Çавна май пурнăç условине лайăхлатакан çамрăк çемье татах та йышланĕ. «Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвне татса парасси çамрăк çемьесем умĕнче тĕп вырăнта тăрать. Ку ĕçе пурнăçлассине эпир активлă хутшăнатпăр. 2024 çулта пирĕн республикăри 453 çемье «Çамрăк çемье» программа пулăшнипе хăйсен пурнăç условине лайăхлатма пултарчĕ. Ку кăтарту унчченхи çулхинчен самай пысăк. Пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатмалли çамрăк çемьесене кăçал малалла пулăшăпăр», – çапла палăртать Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев. Пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатма май паракан сертификата тивĕçнĕ çемьесенчен пĕри Кашмашра пурăнакан Аленăпа Сергей Валежниковсен çемйи пулчĕ. Вĕсемшĕн ку парнепе танах, çемье хăйĕн савăнăçне пытармарĕ.
– Пĕр пытармасăр калатпăр, эпир пурте çакăнпа кăмăллă. Округ администрацине иртнĕ çул эпир хамăрăн пурнăç условине лайăхлатма ыйтса ыйтупа тухрăмăр. Унта мĕнле документсем хатĕрлемеллине тĕплĕн ăнлантарчĕç пире. Кăçал вара сертификат пачĕç. Патшалăх пулăшăвĕ 1 миллион та 415 пин тенкĕпе танлашрĕ, ку пирĕншĕн – пысăк укçа. Ăна валли банкра ятарлă счет уçрăмăр. Çитес вăхăтра пирĕн ĕмĕт пурнăçланасса шанатпăр, Шупашкар хулинче хваттер туянасшăн. Хваттер калăпăшĕ çын пуçне тивекен социаллă нормăпа шайлашмалла. Пирĕн çемьен вара вăл 72 ытла тăваткал метртан кая мар пулмалла. Хваттер туянсан ăна майĕпен тумлантарса çитерĕпĕр. Хальлĕхе кунтах ĕçлесе пурăнасшăн, – терĕ Алена Валежникова. «Хăш ял хĕрĕ-ха эсĕ?» – ыйтрăм эпĕ унран. «Мăшăрпа эпир ачаранах пĕрле выляса ÿсрĕмĕр. Кашмаш ялĕнчен, юнашар килтен, килĕштертĕмĕр те пĕр çемье çавăртăмăр», – терĕ вăл. Мăшăр çемйинче виçĕ ача ÿсет. Асли – Рома, 11 çулта, Вероника 8 çулта, виççĕмĕшĕ 4 çул тултарать.
Аса илтеретпĕр, «Çамрăк çемье» программа пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатмаллисен учетĕнче тăракан çемьесем валли ĕçлет. Программа шайĕнче хваттер е уйрăм çурт туянма 35 процент субсиди параççĕ. Программа условийĕпе мăшăр 35 çултан аслă пулмалла мар. Программăпа тĕплĕнрех официаллă сайтра паллашма пулать.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
