Йăлана кĕнĕ тăрăх эрнекун Муркаш ялĕнче савăнăçлă иртрĕ, çав хушăрах усăллă та. Çак кун Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енти хаваслă çу кунĕсем» тата «Сывлăх патне утăм» проекчĕсем ĕçлерĕç.
Муркашри тĕп сцена çинче юрă-кĕвĕ янăрарĕ, ку «Чăваш Енти савăнăçлă çу кунĕсем» проект шайĕнче пулчĕ. Кашмашри культура ĕçченĕсем Муркаш урамĕпе утакан çынсене савăнăçлă кăмăл-туйăм парнелерĕç. Куракан кун йышши концерт программине кĕтет. Çав хушăрах округ администрацийĕ умĕнче сывлăха тĕрĕслеттерме май килчĕ. Çынсем ăна хăнăхрĕç ĕнтĕ, вăл «Сывлăх патне пĕр утăм» проект шайĕнче иртрĕ. Муркашсем сывлăха хаклама пĕлеççĕ, тухтăрсем патне вăхăтра çитме тăрăшаççĕ тата вĕсем спортпа та туслă. Çавăн пекех çак кун Физкультурник кунне халалланă уяв иртрĕ. «Сывлăх» спорт шкулĕ хыçĕнче «Раççей спорчĕ» патшалăх программи тата «Чăваш Енти савăнăçлă çу кунĕсем» проект шайĕнче Муркаш округĕн спартакиади пулчĕ. Мероприятие пухăннисене уяв ячĕпе Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – администраци ĕçĕсене ертсе пыракан Лилия Тарасова саламларĕ, спортра çитĕнÿсем тума ăнăçу, хаваслă старт сунчĕ. Вăл спорт шкулĕн тренерĕсене Чăваш Республикин Физкультурăпа спорт министерствин Тав çырăвĕсем парса чысларĕ. Сывă пурнăç йĕркине тытса пырассинче, спорта юратассинче округри ветерансем ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Лилия Тарасова ветерансене тав турĕ. Çавăн пекех «Сывлăх» спорт шкулĕн ертÿлĕхне çÿллĕ шайри спортсменсем ÿстернĕшĕн, округри физкультурăпа спорт аталанăвне пысăк тÿпе хывнăшăн ырă сăмахпа палăртса тав турĕ. Спорт уявĕнче ветерансене Муркаш районĕн Хисеплĕ çынни Валерий Вязов саламларĕ, ГТО значокĕсем парса чысларĕ. Хăшĕсем вара ГТОн ылтăн паллине алăра пĕрремĕш хут та мар тытрĕç. Çавăн пек хастар çынсем вĕсем пирĕн округри ветерансем. Спорт шкулĕ хыçĕнчи çĕнелнĕ вырăнта спорт тусĕсем ГТО нормативĕсене пачĕç.
Август 2026 |
