Пыл уявĕнчен тăрса ан юлăр

Категория: Общество Опубликовано: 15.08.2025, 10:29 Просмотров: 56

Юлашки çулсенче пирĕн муниципалитет округĕнче республика шайĕнчи «Сывлăх – пыл хурчĕн çунаттисем çинче» ятпа пыл уявне çулсерен ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Асăннă уяв кăçал та пулать. Вăл Муркашра çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртет. Çакăн пек йышăнăва асăннă уява ирттерессипе çирĕплетнĕ йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче тунă.

Пыл уявне пирĕн енре ирттерни ăнсăртран мар. Муркаш тăрăхĕнче хурт-хăмăр ăстисем нумай. Вĕсем хăйсен ĕçĕнче çĕнĕлĕхсем шырасах тăни округ тулашĕнче те курăмлă палăрать. Çакна шута илсе 2010 çулхи авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче пирĕн округра «Сывлăх – пыл хурчĕн çунаттисем çинче» ятпа республикăра пĕрремĕш хут пыл уявĕ иртни паян та асрах. Ун чухне хурт-хăмăр ĕрчетессипе муркашсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăнине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Кун хыççăн пыл уявĕ муниципалитет округĕн ырă йăлине кĕрсе кайрĕ. Иртнĕ ытлари кун, çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче, черетлĕ пыл уявĕ ирттерессипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Асăннă уявпа хамăр округ ятне кăтартасси – уявăн тĕп тĕллевĕ. Çакна шута илсе ларура анлă та тĕплĕ калаçу, ĕçлĕ сĕнÿсем пулчĕç.

– Муниципалитет округĕн ырă йăлине малалла аталантарса хамăр çине ытларах тимлĕх уйăрттарар. Çакна тума эпир тивĕçлĕ. Уява хутшăнакансен тата килсе куракансен ÿкĕнмелле ан пултăр. Пыл сывă апат-çимĕç никĕсĕ пулса тăнине, вăл çыннăн пурнăçне тăснине уява хутшăнакан кашни çын туйса илме пултартăр, – терĕ йĕркелÿ комитечĕ хыççăнхи калаçура округ администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Татьяна Павлова.

«Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнчи лапамра иртекен пыл уявĕпе пĕрлех çак кун çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленекенсем шкул ярмăрккине хутшăнса ачасем валли вĕренÿ хатĕрĕсем туянма та пултарĕç. 10 сехет те 50 минутра театрализациленĕ сцена уява пухăннисене хăй патне пуçтарĕ. Савăк уява пухăннисене муниципалитет округĕн ертÿçисем, хăнасем саламлĕç. Уявра, ытти çулсенчи пекех, пыла халăх йăлипе чысласси те, çак çăмăл мар ĕçре вăй хуракансене юрă-ташăпа саламласси те, ĕç паттăрĕсене палăртасси те, хурт-хăмăр ĕрчетекенсем валли кирлĕ хатĕр сутасси те, çавра сĕтел хушшинчи калаçу та пулĕ. Кун йĕркинче «Чи лайăх утарçă» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ те, территори пайĕсем хушшинчи фестиваль-конкурс та пулĕ. Кĕскен каласан, уява пыраканăн тунсăхлама вăхăт юлмĕ. Муркашра «Сывлăх» физкультурăпа спорт шкулĕ умĕнче иртекен уяв тухăçлă та çÿллĕ шайра иртессе шанатпăр. Пырса курăр, ÿкĕнмĕр!

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6