Хамăрах квас хатĕрлер-и?

Категория: Общество Опубликовано: 08.08.2025, 13:45 Просмотров: 88

Шăрăх çу кунĕсем тăраççĕ. Кунашкал вăхăтра шыв нумай ĕçес килет. Квас та вĕсен шутĕнчех. Ăш хыпсан ĕçмелли çак усăллă продукта хăшĕсем килтех хатĕрлеме пулать теççĕ. Унăн йĕркипе паллаштаракан çук-ши?

Анна КОНДРАТЬЕВА. Мăн Сĕнтĕр сали.

Вулавçă ыйтăвĕпе çуллахи вăхăтра Мăн Шашкара килсе пурăнакан тата квас хатĕрлеме пултаракан Алевтина ВАСИЛЬЕВĂНА паллаштартăмăр. Унăн хуравĕ ансат пулчĕ:

«Раççейре авалтанпах квас пысăк хисепре пулнă. Анчах ăна эпир паян хамăр килте хатĕрлеме пĕлетпĕр-и-ха? Çак ыйту çине хуравласа район хаçатне вулакансене çăкăр квасне эпĕ хам килте епле хатĕрленипе паллаштаратăп. Ĕçĕ кăткăс мар. Рецепчĕ те питĕ ансат. Пĕр ыраш çăкăрĕ, 3 литр шыв, 1 стакан сахăр, 20 грамм дрожжи, 2 апат кашăкĕ иçĕм çырли кирлĕ. Малтанах ыраш çăкăрне касса духовкăра типĕтмелле. Хыççăн ăна кастрюле хурса вĕри шыв хушмалла. Кăштах сивĕнме памалла. Пулнă сĕткене марля витĕр сăрăхтармалла. Кваса кĕленчесене ярса тухмалла, иçĕм хушмалла та çирĕп хупламалла. Хыççăн вĕсене холодильника лартмалла. Хатĕрленĕ кваса 2 талăкран ĕçме юрать. Ан ÿркенĕр, туса пăхăр».

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6