Ачасем çул-йĕр правилисене пăснă çĕрте час-часах ашшĕ-амăшĕн тÿпи те пур. Саккунпа пăхнă тăрăх çул çитмен ачисене транспорт хатĕрĕ шанса пани ашшĕ-амăшĕшĕн те, çул çине тухакан ытти транспорт хуçисемшĕн те, ачасемшĕн хăйсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратать.
Палăртмалла, мопедсемпе скутерсем пурте усă куракан çул-йĕрпе туллин усă куракан транспорт хатĕрĕсем шутланаççĕ. Çакна шута илсе вĕсемпе усă куракансемшĕн те, автомашинăсен водителĕсенни пекех, тимлĕх çуралать. Ку вăл – водитель удостоверенийĕ пурри тата çул-йĕр правилисене пăхăнни. Танлаштарма, кăçалхи 7 уйăхра Чăваш Республикин Муркаш муниципалитет округĕнчи çул çитменнисемпе ĕçлекен комиссийĕ (КДН) çул тултарманнисем çул-йĕр правилисене пăснипе 34 административлă протокол пăхса тухнă. Административлă право йĕркине пăсакансене 116,8 пин тенкĕлĕх явап тыттарнă. Çул тултарман хăш-пĕр çамрăка КДНа техника хатĕрĕпе çÿреме ирĕк çуккишĕн иккĕмĕш хут та чĕнме тивнĕ. Танлаштарма, 2024 çулта çул çитмен çамрăксем тĕлĕшпе çул-йĕр правилисене пăснишĕн 40 административлă протокол пулнăччĕ.
Муркаш муниципалитет округĕнчи çул çитмен çамрăксен прависене хÿтĕлекен комисси.
Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ! Хăвăр ачăр çул çинче инкеке лекесрен асăрханса вĕсен аллине техника хатĕрĕ шанса париччен вĕсем унпа çÿреме пĕлнине шута илĕр. Ачасене çул-йĕр правилисене тата саккун умĕнче яваплă пулнине туйма вĕрентĕр. Вĕсене çул-йĕр правилисене пăсни мĕн патне илсе пынине ăнлантарăр. Çул-йĕр правилисене хăвăр пăхăнса ачасемшĕн тĕслĕх пулса тăрăр.
Август 2026 |
