Соцфонд страхланă хăрушсăрлăх çинчен пенсие ÿстерчĕ

Категория: Общество Опубликовано: 08.08.2025, 13:29 Просмотров: 156

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа страхланă пенсисене хамăр регионта 2024 çулта ĕçленĕ 76 пин ытла çынна çĕнĕлле шутласа парать.

Страхланă пенсие илессинчи улшăнусем иртнĕ çул ĕç паракан уншăн страховани взносĕсем тÿленĕ кашни çынна пырса тивет. Ватлăхпа, инвалидноçпа тата çемьене тăрантаракан вилнĕ хыççăн страхланă пенси çемьене тăрантаракан тĕлĕшпе шута илмен страховани взносĕсем пулсан ÿсет. «Ĕçлекен пенсионер тĕлĕшпе пенси виçине индивидуаллă шутласа параççĕ. Хушăм виçи официаллă ĕç укçинчен тата 2024 çулта миçе уйăх ĕçленинчен йĕркеленет: ĕç укçи тата çулталăкри ĕç кунĕсем мĕн чуль пысăкраххине кура пенси калăпăшĕ ÿсет. /снĕ пенсие регионти уйрăм пенсипе пĕрле августра шутласа парать», – тенĕ Чăваш Республикипе ĕçлекен Раççейри Социаллă фонд уйрăмĕн управляющийĕ Валерий Николаев. Чи пĕчĕк хушăм 3 ИПКпа танлашать. Пенсие корректировка тума унăн хакĕ гражданин хăçан пенсие тухнинчен е ĕç пăрахнă хыççăн тепĕр хут ĕçлеме пуçланă çултан килет. Асăрхаттаратпăр, 2025 çултанпа Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕсене индексацилеме пуçларĕ. Тÿлевсен ÿсĕмĕ ĕçлемен пенсионерсен иртнĕ çул инфляцийĕпе пĕрлехи шайрах пулать. Ыйтусем пур пулсан эсир пирĕн хĕрÿ лини çине 8 (800) 100-00-01 номерпе шăнкăравласа тухма пултаратăр. Хăвăра хумхантаракан ыйтусемпе Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн официаллă çак аккаунчĕсенче паллашма пулать: Телеграмм, Вконтакте, Одноклассники.

Раççей Социаллă фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6