Аякри ачасем валли

Категория: Общество Опубликовано: 08.08.2025, 10:51 Просмотров: 61

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен вăхăть нумай та юлмарĕ. Муркаш муниципалитет округĕнче Бердянск районĕнчи тата Запорожск облаçĕнчи ачасене пулăшассипе малалла ĕçлеççĕ.

Çак кунсенче округри вĕренÿ учрежденийĕсем Запорожск облаçĕнчи «Долинский» тата Бердянск районĕнчи «Ручеек» ача сачĕсем валли гуманитари пулăшăвĕ пухса ăсатрĕç. Вĕсем хăйăрла вылямалли хатĕр, шыв ăшăтмалли оборудовани, шкул доски, электричествăпа ĕçлекен газонокосилка, сĕтел çи вăййисем çинчен ĕмĕтленнĕ. Акă вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Кĕçех çак хатĕрсемпе унти ачасем усă курма тытăнĕç. Çакна та палăртса хăвармалла, округри вĕренÿ организацийĕсем шефа илнĕ районсенчи учрежденисем валли халĕ ăсатнă гуманитари тиевĕ пĕрремĕш мар. Иртнĕ çул çĕнĕ вĕренÿ çулĕ умĕн вĕсем шефа илнĕ ачасем валли принтер тата чашăк-тирĕк туянса ăсатрĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6