Патшалăхăн тĕрлĕ программи ĕçленипе юлашки çулсенче агропромышленность комплексĕн отраслĕ çамрăксемшĕн ытларах та илĕртÿллĕрех пулнине куратпăр. Вĕсем хушшинче ял хуçалăх ĕçне аталантарма грант тивĕçекен йышланчĕ.
Асăннă отрасле кадрсемпе тивĕçтересси, çамрăксене вĕрентсе хатĕрлесси – уйрăм тимлĕхре. Чăваш Республикинче кăçал федерацин «Технологическое обеспечение продовольственной безопасности» программин «Кадры для успешного развития отрасли» регион программи ĕçлеме пуçларĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – отрасле ăнăçлă аталантарма çĕнĕ кадрсем хатĕрлесси. Хальхи вăхăтра вара кадрсем çитменни чылай предприяти-организацире палăрать. Регион проектне пурнăçлама 64,3 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Проект çамрăксене çак отрасле ытларах явăçтарма тата пулас профессионалсене вĕрентсе хатĕрлес пахалăха ÿстерме пулăшать. Федерацин «Кадры в агропромышленном комплексе проекчĕ шайĕнче агроклассем йĕркеленеççĕ, вĕренÿ программисем çĕнелеççĕ, професси вĕренĕвĕн программисем модернизациленеççĕ, отрасльлĕ аслă вĕренÿ заведенийĕсемпе çыхăну çирĕпленет», – çапла палăртать Чăваш Ен ял хуçалăх министрĕн тивĕçне вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова. Чăваш Республикинче çак тапхăр тĕлне агротехнологи класĕсене 7 муниципалитетри шкулта йĕркеленĕ. Вăл шутра Муркаш шкулĕ те пур. Ыттисем: Патăрьел округĕнчен, Вăрнар округĕнчен, Красноармейски округĕнчен, Етĕрне хулинчен, Шупашкар округĕнчен, Вăрмар округĕнчен. Эсир хăвăр пуласлăха, ачасенмалашлăхне агропромышленностькомплексĕпе çыхăнтарма шухăшламан-и?
Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерстви.
Август 2026 |
