Эсир «Пехете» çитсе курнă-и?

Категория: Общество Опубликовано: 08.08.2025, 10:38 Просмотров: 105

«Каскад» суту-илÿ центрĕнче, Чăваш Республикинчи пĕрремĕш фермер агромаркечĕ «Пехет» ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт нумай та иртмерĕ. Кĕске вăхăтра вăл çынсен юратнă вырăнĕ пулса тăчĕ, вăл хула çыннисене те, республика хăнисене те килĕшме ĕлкĕрчĕ. Кунти лаптăка 8 ятарлă зонăна уйăрнă. Унта Чăваш Енти тĕрлĕ кĕтесри фермерсем хăйсен бренчĕпе паллаштараççĕ, тĕрлĕ продукци сĕнеççĕ. Эсир вара унта çитсе курнă-и?

Агромаркетри ассортимент чăн та унăн ячĕпе килĕшсе тăрать. Чăваш çĕрĕн пуянлăхĕ – йăлтах куç умĕнче. Продукцие туса кăларакансем – чăваш çĕрĕ çинче ĕçлекенсем. «Каскад» суту-илÿ центрĕн цоколь хутĕнче вырнаçнă 4,2 пин тăваткал метрлă лаптăкра 76 суту-илÿ точкине вырнаçтарнă, вĕсенче чăваш производителĕсем хăйсен пысăк пахалăхлă продукцине сĕнеççĕ. Сутлăхра мĕн кăна çук пулĕ? Аш-пăш, сĕт-çу, çăкăр-булка изделийĕсем, пахча çимĕç, пулă, сыр тата ытти те. Обществăлла апатланăвăн точкисене вара фуд-корт зонине пĕрлештернĕ. Шупашкара, агромаркета, васкар: тĕрлĕ тавар туянма, сутма тата курса çÿреме, хамăр продукципе, чăвашлăхпа хăпартланма.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6