Хорнуйсем сывлăха тĕрĕслеттерчĕç, уява савăнăçлăн ирттерчĕç

Категория: Общество Опубликовано: 08.08.2025, 10:36 Просмотров: 106

Августăн 2-мĕшĕ хорнуйсемшĕн усăллă тата савăнăçлă иртрĕ. Çак кун вĕсен ял уявĕ пулчĕ. Çавăн пекех унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Чăваш Енти хаваслă çу кунĕсем» тата «Сывлăх патне пĕр утăм» проекчĕсем те ĕçлерĕç.

Мероприятие пухăннисене уяв ячĕпе Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – администраци ĕçĕсене ертсе пыракан Лилия Тарасова саламларĕ, ăнăçу сунчĕ, пĕрлехи ĕçшĕн тав турĕ, малашне те пĕрле тăрăшасса шаннине пĕлтерчĕ. Вырăнти активлă çынсене Тав çырăвĕсемпе, Хисеп грамотисемпе, асăнмалăх парнесемпе чысларĕç. Хĕрарăмсен канашĕн округри уйрăмĕн ертÿçи Любовь Рыжкова сумлă çулхи çынна – Лидия Афанасьевăна – уйрăм тимлĕх уйăрчĕ, ăна республикăри «Я – женщина» конкурса хутшăннине çирĕплетекен сертификат тата «Рожденные в СССР» медаль парса хавхалантарчĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли хÿтлĕх сеткисем çыхакан хастар çынсене, ытти енĕпе пулăшакансене уйрăм тимлĕх пулчĕ. Уяв сцени çинчен вĕсене те саламларĕç. Палăртма кăмăллă, хорнуйсем салтаксене питĕ активлăн пулăшаççĕ. Çакна та асăнмалла, хорнуйсене ятарлă çар операцине хутшăнакан салтак уяв ячĕпе аякри тăрăхран шăнкăравласа саламларĕ. Уява Муркашри централизациленĕ клуб системин агитбригади автоклубпа килсе çитрĕ, вĕсен концерчĕ пурин кăмăлне те кайрĕ. Çавăн пекех çак кун 200 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕ. Уяв программипе çынсем кăмăллă пулчĕç.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6