Хирте ĕç сарăлсах пырать

Категория: Общество Опубликовано: 08.08.2025, 10:30 Просмотров: 100

Муркаш округĕнчи ял хуçалăх производство предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем кăçалхи вырмана тĕплĕ хатĕрленсе тухрĕç. Çавăнпа та çĕр ĕçченĕн ĕç хăвăртлăхĕ те халĕ пĕчĕк мар.

Паянхи куна хуçалăхсенче уй-хирти тырă-пулăна вырса кĕртессипе пурĕ 25 «хир карапĕ» ĕçлет. Хуçалăхсем вырмана тĕплĕ хатĕрленни акса ÿстернĕ тырă-пулăна çухатусăр пухса кĕртме май парать. Технологие пăхăнса ĕçлекенсем иртнĕ кунсенче кĕрхи тулăн 3000 ытла гектарне, ырашăн 195 гектарне вырса илчĕç те ĕнтĕ. Çав вăхăтрах вырма планĕ те муниципалитет округĕпе пĕчĕкех мар. Çĕр ĕçченĕн кăçал кĕркунне 14050 гектар çинче куç шăрçине сыхланă пек пăхса ÿстернĕ çуртрисемпе кĕртрисене çухатусăр пуçтарса илсе управа хумалла. Паянхи куна вырма ĕçĕсем пур хуçалăхра та кал-кал пурнăçланса пыраççĕ. Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх хăйĕн территорийĕнче кĕртрисене вырса кĕртес ĕçе вĕçленĕ. Халĕ кунти «хир карапĕсем» кÿршĕллĕ Етĕрне округĕнчи хăйсем арендăна илнĕ уй-хирте ĕçлеççĕ. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене илсен, Е. Андреев яч. хис. Тата «Свобода», «Герой» хуçалăхсенче те вырма ĕçĕсем ăнăçлă йĕркеленсе пыраççĕ. Кĕртрисем пухса кĕртессине Владимир Федоров тата Анатолий Трепнев ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕсем те вĕçленĕ. Уй-хир ĕçченĕ ĕнерхи куна пĕтĕмпе 10244 тонна тырă-пулă пухса кĕртнĕ. Гектар пуçне тивекен вăтам тухăç округĕпе илсен хальлĕхе 35,2 центнерпа танлашать. Уй-хир ĕçченĕ çĕр ĕç технологине пăхăнса тирпейлĕ ĕçлени вырмана çухатусăр ирттермелли çул-йĕр пулнине ăнланса вăй хурать. Ыранхи куна пăхса ĕçлекенсем «хир карапĕсем» хыççăнах улăм пуçтарассине йĕркеленĕ. Ку ĕçсем те вырмари маттур хуçалăхсенче паян кал-кал пыраççĕ. Çĕр ĕçченĕсем улăма рулон прессемпе пресласа выльăх фермисем çывăхне турттарса хурассипе тăрăшаççĕ. Ял çыннисене улăмпа тивĕçтересси те нихăш хуçалăхра та уксахламасть.

Анатолий ПЕТРОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6