Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хăйĕн телеграм-каналĕнче юлашки çулсенче строительство комплексĕн аталанăвĕнче курăмлă ÿсĕмсем тунине пĕлтерет. Регион ертÿçи каланă тăрăх, Чăваш Енти строительство отраслĕ 5 çул хушшинче пысăк калăпăшлă ĕçсем тунă.
– Эпĕ астăватăп, эпир сирĕнпе 2020 çулта Чăваш Енти строительство комплексĕ умĕнче тăракан задачăна сÿтсе явма пуçларăмăр та ăна пурнăçлама та пултараймассăн туйăнатчĕ. Анчах та 5 çул ĕçленĕ май епле анлă калăпăшлă ĕç тума пултарнине куратпăр паян. Çĕршер объект хута кайрĕ: пурăнмалли çурт-йĕр, обществăлла хутлăх, сывлăх сыхлавĕн, вĕренÿ, культура, социаллă сфера учрежденийĕсем. Çак курăмлă пысăк ĕçпе эпир паян Атăл çи федераци округĕн рейтингĕнче 4-мĕш вырăнта пулнипе хăпартланма пултаратпăр. Чи пĕлтерĕшли, улшăнăва çынсем чăннипех те туйма пултарчĕç. Вăл е ку объект уçнă çĕре пыратăп та çав объектсем çынсемшĕн пысăк пĕлтерĕшлине куратăп. Вуншар çул пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ татăласса кĕтнĕ çемьесен савăнăçне каласа ăнлантарма та йывăр, – çапла палăртать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.
Август 2026 |
