Округра объектсем çĕнелеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 08.08.2025, 10:12 Просмотров: 105

Строительсен тăрăшулăхĕпе пирĕн кулленхи пурнăç тачă çыхăннă. Социаллă объектсем – больница, шкул тата ытти учреждени çурт-йĕрĕ, хăтлăхĕ – йăлтах вĕсем тимленипе çыхăннă.

Муркаш округĕнчи ялсене çитсен социаллă пĕлтерĕшлĕ çĕнĕ объект нумайланни курăнать. Тĕрлĕ программăна хутшăнса хăшне тĕпрен тăваççĕ, хăшĕнче капиталлă юсав пырать. Муркашра çĕнĕ поликлиника строительстви пырать, Москакассинчи çĕнĕ ача сачĕ хута каясса ашшĕ-амăшĕ чăтăмсăррăн кĕтет, Юнкăри Культура çуртне тĕпрен юсаççĕ. Контрактпа килĕшÿллĕн ăна август уйăхĕнче вĕçлем палăртнă. Ку ĕç валли 19 млн тенкĕ ытла уйăрнă. Çакăн пек объектсене татах та асăнма пулать. Çавăн пекех хальхи вăхăтра пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса Шатракассинче, Çатракассинче, Мăн Шашкарта культура вучахĕсем çĕнелсе пыраççĕ. Муркашри Культура çуртĕнче те строительсем калăпăшлă ĕçлени курăнать. Эпĕ Çатракассинчи ĕçпе паллашма вырăна çитсе килтĕм.

– Ку объекта «Импульс» организаци тăвать, эпир тăваттăн ĕçлетпĕр. Çак вăхăт тĕлне çуртăн çурри таран туса çитертĕмĕр. Май пуррипе вăй-хăват çитнĕ таран тăрăшатпăр. Клуб тăршшĕ 20 метр. Август вĕçнелле объекта туса пĕтерме палăртатпăр. Кунта пысăк йывăрлăхсемех çук, ĕçлетпĕр, материалсем çитеççĕ. Вырăнти пуçлăх ĕç мĕнле пынипе кăсăклансах тăрать. Çавăн пекех пирĕн организаци Мăн Шашкарта та ĕçлет, унта та клуб пулать, объект 80 процент хатĕр, унти клуб пĕчĕкрех, çурт тăршшĕ 16 м. Унта фасад тумалли юлчĕ, пĕр эрне хушшинче вĕçлессе шанатпăр, – çапла каларĕ кунти ĕçе йĕркелекен Денис Степанов. Эпĕ, паллах, вĕсене ăнăçу сунса уйрăлтăм.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6