«Темĕнле пирус та сиенлĕ ĕç тăвать»

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2025, 10:52 Просмотров: 163

Паян халăхра тĕрлĕрен эрех-сăрапа пĕрлех тĕрлĕ тĕслĕ пирус та вăй илчĕ. Ун таврашĕнче вара ытларах чухне çул çитмен çамрăксене курма пулать. Паян çакăнти тĕрлĕ суя сăмахсемпе чăнлăх пирки калаçма хамăр тĕпеле Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин штатра тăман специалист-экспертне, ачасен психиатр-наркологне Лилия ДОРОФЕЕВĂНА чĕнтĕмĕрĕ Кĕске калаçура Лилия Георгиевна пирĕн ыйтусем çине тĕплĕ хуравсем пачĕ. Халĕ унпа хамăр вулавçăсене паллаштаратпăр.

– Лилия Георгиевна, юлашки çулсенче никотинлă продукципе усă курасси пирĕн обществăра çивĕч ыйту пулса тăчĕ. Эсир унпа тĕплĕн ĕçленĕрен пĕлес килет, никотинлă продукципе усă курасси сарăлса пынин никĕсĕнче, сирĕн шутпа, мĕн тăрать?

– Ансат ыйту мар, анчах вăл пирĕн обществăра пурăнакан кашни çынна пырса тивет. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ пируса «пĕтĕмĕшле пĕтерекен хĕç-пăшал» тесе хак парать. Паянхи куна Çĕр планета çинче пирус туртакансен йышĕ пĕтĕмпе 1,25 миллиард çынран иртет. Пирус туртнипе вăй илекен чирсене пула çуллен пирĕн планета çинче 5 миллион ытла çын пурнăçран уйрăлать. Пĕтĕмĕшле йышран Раççей Федерацийĕ те айккинче тăрса юлмасть. Пирĕн çĕршывра 15 çул тултарнă тата унран аслăрах çынсем хушшинче пируспа туслисем – 18,6 процент. Алла пирус пĕрремĕш тытакансем çак сиенлĕ йăлана 10 – 13 çулта çул параççĕ. Кайран вара

– Паян пирус туртакансем хушшинче тĕрлĕ «мода» хуçаланать. Электрон сигарет туртакансем организмшăн унăн сиенĕ çук тесе ăнлантарма пăхаççĕ. Чăнлăх мĕнлерех-ши. Электрон сигаретсем пирĕн обществăра мĕншĕн чапа тухрĕç тесе шутлатăр.

– Кунта тĕплĕ тишкерÿ тумасăр хурав пама çук тесе шутлатăп. Экспертсем çирĕплетнĕ тăрăх юлашки çулсенче çамрăксем, чăнах та, унччен йăлана кĕнĕ сигаретсене сахалрах туртма пуçларĕç. Анчах çав вăхăтрах яшсемпе хĕрсем хушшинче электрон сигаретсемпе усă курасси питĕ хăвăрттăн вăй илсе пырать. «Ку вăл пирус туртни мар, пăс кăларни çеç», – теççĕ электрон сигаретсемпе тата вейпсемпе усă куракансем тĕрлĕ шăршлă пăса уçă сывлăша сывласа кăларнă май. Электрон сигаретсем, чăнах та, пирус тĕтĕмĕ кăлармаççĕ. Çапах вĕсем сывлăшра вĕтĕ пайсенчен тăракан аэрозоле сараççĕ. Çак устройство таврана никотинпа ароматизатортан тăракан аэрозоле сарать. Электрон сигарет форми тĕрлĕрен пулма пултарать. Ку вăл çамрăксемшĕн – ултав серепи. Мĕншĕн-ха электрон сигаретсем çавăн пекех паллă пулса тăчĕç-ха? Сигаретсен дизайнĕ, виçи, форми, тĕрлĕ тĕслĕ шăрши, пылак тути, сăмсана çуракан тĕтĕм шăрши пулманни çамрăксене пирус туртнине пытарма май параççĕ. Электрон сигаретри никотин бензой кислотин тăварĕ пек упранать. Вăл ирĕклĕ формăра пулманни çăварти тата пырти килĕшÿсĕрлĕхе чакарать. Электрон сигарет капсулинче вара 20 сигаретлă пĕр пачкăри чухлех никотин пур. Пĕр электрон сигарета ахальличен ытларах хутчен туртма пулать. Вейп аэрозолĕ вара ÿпкере кĕске вăхăтлăх шыçă йĕркелет. Çак вăхăтра сывласа кĕртекен аэрозоль пайĕсем ÿпкесене сиенлеççĕ. Приступ та пулма пултарать. Электрон сигаретăн аэрозолĕ иммунна системине хавшатать, ытти чире аталанма çул уçать. Электрон сигаретсем ахаль сигаретсен альтернативи шутланмаççĕ. Вăл та, ку та – организмшăн пĕр пекех сиенлĕ.

– Пирус туртнин сиенĕ çинчен пĕлмен çын çук та пулĕ. Анчах мĕншĕн-ха пирус туртма пăрахакан сахал?

– Хăнăхни – питĕ хăрушă та çивĕч ыйту. Çак сиенлĕ йăлана алла илме пултаракансем хушшинче çамрăксемпе ачасем йышлăĕ Усă курма меллĕ пулни хăвăрттăн хăнăхăва ÿссе çитет. Пуç мимине уйрăмах никотин пысăк сăтăр кÿрет. Пĕр сигарет туртнă хыççăн тĕрлĕ рецептор ĕçлеме пуçлать. Никотин молекули хăйĕн информацине пĕр шайран тепĕр шая хăвăрт çитерет. Апла пулсан вăл хăйне евĕр хавхалану эффекчĕ парать. Çак тапхăр хăнăхăва куçать. Пуç мими никотин пуррине хăнăхма пуçлатьĕ Пурăна киле çак хăнăху вăйланатьĕ Çын ытларах пирус туртма пуçлать. Çав вăхăтрах пуç мими пĕчĕккĕн вăйсăрланма тытăнать. Пĕтĕмлетÿ, пуç ыратма пуçлать, ăс-хакăл сахалланать, ĕçлеслĕх чакатьыйхă пăсăлать.

– Тивĕçлĕ консультаци илме ăçта пыма пулать-ха.

– Пирĕн алăксем яланах уçăĕ Наркологи консультацийĕ илме 2-мĕш номерлĕ диспансер поликлиникине çул çитмен ачасен психолог-наркологĕ патне пыма юратьĕ Пирĕн адрес, Шупашкар хули, Ленин проспекчĕ, 25.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6