Ÿснисене те прививка вăхăтра тумалла

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2025, 10:37 Просмотров: 166

Тĕрлĕ чир-чĕртен тăвакан прививкăсене çынсем ача-пăча прививки теме пăхаççĕ. Çакна эпĕ тĕрĕс мар тесе шутлатăп. Çапла вара кун пек калакансем унăн пĕлтерĕшне пĕчĕклетеççĕ. Кун пек шухăшланипе килĕшсен, ача чухне тунă прививка иммунна системине ĕмĕрлĕхе хураллать тенĕ пек пулса тухать. Анчах кун пек шухăшлавпа пĕртте килĕшес килмест. Пурнăçра хăш-пĕр инфекцирен сыхланма вăхăтра хушма прививкăсем туни лайăх, мĕншĕн тесен ачалăхри вакцинаци çулсем иртнĕçемĕн вăйсăрланать. Ку вара çамрăк организм умне хушма хăрушлăх кăларса тăратать.

Прививка тăвасси пирки калаçу пуçарнă май çакна палăртса хăвармалла: нумай çын хушма прививкăна усăсăр тесе шутласа унăн эффективлăхне ĕненмест. Кунта манăн çакна палăртса хăварас килет, вакцинаци хыççăн вакцинăланă чир сирĕн çума çулăхаймасть. Чирлесен те чирлĕ çын ăна çăмăлраххăн чăтса ирттерет, йывăрлăха кĕрсе ÿкмест. Аслисем ачасен инфекци чирне уйрăмах йывăррăн ирттереççĕ. Статистикăпа килĕшÿллĕн юлашки çулсенче аслисем хĕрлĕ шатра чирĕпе çине-çинех чирлени паллă. Унăн тĕп сăлтавĕ – çынсем прививка туманнинче. Ăна пула коллективлă иммунитет шайĕ чакать. Уйрăммăн çакна палăртас килет, прививка тăвакан хăйне çеç мар, çумри çынсене те, тăванĕсене те, юлташĕсене те хÿтĕлет. Чиртен вăхăтра вакцинăланине пула ачасем те, вакцинăлама юраман çынсем те хăрушă чир-чĕртен пăрăнса иртеççĕ. Çитĕнсе çитнĕ çынсен вакцинаци йĕркине Раççейри профилактика прививкисен наци календарĕнче кăтартнă. Унпа килĕшÿллĕн ку прививкăна пурăннă çĕрти поликлиникăра пурне те тÿлевсĕр тăваççĕ. Вакцинаци шутĕнче – вируслă В гепатитран, хĕрлĕ шатраран, грипран хÿтĕленесси. В гепатитран унччен вакцинăланман 18 – 55 çулсенчи çынсене прививка тăваççĕ. Дифтерипе столбнякран çынсене юлашки вакцинаци хыççăн кашни 10 çултан прививка туни вырăнлă шутланать. Хĕрлĕхен чирĕнчен асăрхаттарса 18 – 35 çулхи чирлемен тата прививка тутарман е пĕрре тутарнă çынсене, е прививка тунин палли çуккисене тăваççĕ. 36 – 55 çулсенчи çынсем те, хăрушлăх тытăмне лекеççĕ тесе, прививка тутарма тивĕç. Хĕрлĕ шатраран прививка туман, ку чирпе чирлемен е пĕр хут прививка тунă, анчах ун пирки çырса хуни çук пулсан, 18 – 25 çулсенчи хĕрарăмсем прививка тутарма тивĕç. Хĕрлĕ шатра чирĕ уйрăмах йывăр хĕрарăмсем умне хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та ача çуратма хатĕрленекен хĕрарăмсен йывăр çын пуличчен 3 уйăх маларах хĕрлĕ шатраран прививка тутарма тăрăшмалла. Грипран вара çулленех хăрушă тапхăр пуçланиччен пĕр уйăх маларах прививка туни вырăнлă шутланать.

Елена ЕГОРОВА, «Республикăри обществăлла сывлăх, медицина профилактики, сывату физкультури тата спорт медицини центрĕн» врачĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6