Пирĕн муниципалитет округĕнче çулсем тăвасси, вĕсен юсавлăхне пăхса тăрасси тата ăна яланах тивĕçлĕ шайра тытасси малти вырăна тухрĕ. Çакă вăл, çул-йĕр çинчи йĕркене пăхăнсан, пĕтĕмĕшле лару- тăрăва чылай лайăх енне улăштарма, экономикăна аталантарма, çул-йĕр культурине курăмлă ÿстерме май парать. Паллах, çул-йĕр çинчи правилăсене тата техникăпа йĕркене çирĕп пăхăнсан. Анчах нумай чухне мотоцикл (питбайк) чĕртсе тухакансем çул-йĕр правилисене пăхăнассине иккĕмĕш вырăна хăвараççĕ. Ку вара час-часах пысăк хăрушлăх патне илсе çитерет, куççуль юхтарать.
Июнь уйăхĕн юлашки кунĕсенче округри çул-йĕр çинче пулса иртнĕ инкексене тишкерсен куç умне çакăн пек ÿкерчĕк тухать. Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче 15 сехетре Пошкар ялĕ çывăхĕнче А. мотоциклист çул пăрăннă вырăнта хăйĕн питбайчĕпе (мотоциклĕпе) хирĕçле çул çине тухса каять, ют çĕршывра туса кăларнă автомашинăпа çапăнать. Авари пулнă хыççăн мотоциклистпа пассажира йывăр сурансемпе Шупашкарти больницăна илсе каяççĕ. Инкекре çамрăксем пысăк сиен тÿсеççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те Шупашкарта пурăнаççĕ, çуллахи ирĕклĕ кунсемпе туллин усă курма кукамăшĕсем патне яла килнĕ. А. гражданинăн водитель удостоверенийĕ пулман. Çулталăк хушшинче вăл çул-йĕр правилисене пăснине регистрацилемен. Юрать çумра мотошлем пулнă. Çакă татах та пысăкрах инкекрен çăлса хăварнă. Тĕрĕслевре водителĕн юнра эрех ĕçни палăрман. Автомашина водителĕ С. гражданка 1992 çулта çуралнă, Шупашкарта пурăнать, чикĕллĕ яваплăхлă обществăна ертсе пырать. Çулталăк хушшинче вăл та çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕх пулман. Аварире 2023 çулта туяннă питбайкăн малти кустăрми тата руль сиенленнĕ пулсан, С. харпăрлăхĕнчи автомашинăн малти капочĕ, малти сулахай енчи фарăсен блокĕ, умри кантăк тата сулахай енчи крыло сиенленнĕ. Авари 15 сехет те 8 минутра пулнă пулсан, «Моргаушский» шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекторĕсем, васкавлă пулăшу бригади тата аварипе çăлав ушкăнĕ вырăна çийĕнчех çитнĕ. Çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕх уяр çанталăкра пулса иртнĕ, автомашинăсем иртсе çÿрекен çул типĕ пулнă. Çул çине тухсан кашнийĕнех тимлĕхе тивĕçлĕ шайра тытасчĕ. Çавăн чухне çеç çул кĕске пулĕ, эсир хăвăра кĕтнĕ çĕре те вăхăтра çитĕр.
Александр ЩЕРБАКОВ, «Моргаушский» ОМВДăн Госавтоинспекци пуçлăхĕ.
Август 2026 |
