Шултра выльăх самăртма

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2025, 09:31 Просмотров: 136

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕ Сергей Артамонов ертсе пынă канашлура ял хуçалăх таварĕ туса илекенсен субсиди илес программине анлăлатнă. Ку çĕнĕлĕх 24 уйăхран аслă мар мăйракаллă шултра выльăх ÿстерекенсене пырса тивет.

– 2023 çулта пирĕн регионти фермерсене мăйракаллă шултра выльăх самăртма субсиди парасси ĕçлеме пуçларĕ. Ку вăл Чăваш Республикинчи ял хуçалăх производство предприятийĕсемшĕн курăмлă пулăшу пулчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Алексеевич Николаев хушнипе ăна 2025 çултан пуçласа çĕнĕрен ĕçлеттерме йышăну тунă. Çакă вăл выльăх-чĕрлĕх пăхакансен тăкакĕ пысăккине кура çĕршывăн апат-çимĕç суверенитетне пурнăçлассипе çыхăннă, – палăртнă Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Инна Волкова.

Чăваш Республикинче регистрациленнĕ тата субсиди илме пултаракан фермерсене çĕнĕ правилăсем çак çулталăк вĕçлениччен мăйракаллă шултра выльăх аш-какайне туса илсе республикăри тата кÿршĕ регионсенчи е Раççей шайĕнчи суту-илÿ лаптăкĕсенче реализацилеме май параççĕ. Малашне Чăваш Республикинчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансене тивекен пулăшăва анлăлатма йышăннă. Çакă республикăра пурăнакансене тата АПК секторĕн экономикинче вăй хуракансене тăнăç аталанма пулăшмалла. Асăннă программăпа 2025 çулта 44,7 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Палăртмалла, кăçал патшалăх пулăшăвне виçĕ ял хуçалăх предприятине 232 тонна мăйракаллă шултра выльăх аш-какайне туса илнĕшĕн 4,6 млн тенкĕ панă. Çулталăк вĕçлениччен субсидисене, маларах шутланă тăрăх, 2000 тонна ытла аш-какай туса илнĕшĕн татах 62 предприяти тивĕçмелле.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6