Йÿçкасси территори пайĕнче пурăнакан çынсем çулсеренех пуçарулăх бюджечĕн программине активлăн хутшăнса пыраççĕ. Кăçал вара вĕсем пĕр проект тăрăх ĕçлерĕç. Шыв пăрăхĕ юсас ĕç Нÿретре пулчĕ.
Малтанласа палăртнă тăрăх, ĕç хакĕ 2 млн та 942 пин те 666 тенкĕпе танлашнă, республика бюджетĕнчен 1 млн та 677 пин те 319 тенкĕ уйăрма палăртнă, вырăнти бюджетран – 971 пин те 079 тенкĕ, çынсенчен – 294 пин те 266 тенкĕ. Аукцион ирттернĕ тăрăх, ĕç хакĕ пĕчĕкленнĕ, 1 млн та 589 пин те 040 тенкĕпе танлашнă, вăл шутран республика бюджетĕнчен – 905 пин тенкĕ ытла, вырăнти бюджетран – 524 пин тенкĕ ытла, вырăнти çынсенчен – 158 пин тенкĕ ытла. 500 метр ытла шыв пăрăхĕ юсас ĕçе «АЛЬЯНСГРУПП» чикĕллĕ яваплăхлă общество пурнăçлать. Территори пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, подрядчик ĕçе пахалăхлă тата килĕшÿре палăртнă вăхăтра пурнăçлать.
– Пуçарулăх бюджечĕн программи ял пурнăçне лайăхлатма, кулленхи ыйтусене татса пама пулăшать. Çак программăна хутшăнса эпир хамăрăн тăван кĕтесе хăтлăрах тăватпăр. Ку пирĕншĕн питĕ меллĕ, – çапла калать ялти староста Любовь Лазарева.
Ял çыннисем пурнăçланă ĕçпе кăна çырлахмаççĕ, малалла та çапла тĕллевлĕн ĕçлеме шухăшлаççĕ. Нÿрет ялне Йÿçкассинчи шыв башнинчен шывпа тивĕçтереççĕ. Вăл Нÿрет ялĕнчен 1700 метра яхăн аяккарах вырнаçнă. Башньăран яла пыракан шыв пăрăхĕн пĕр пайĕ япăхса çитнĕ. Халĕ ку объект тĕлĕшпе конкурса хутшăнма документсем хатĕрлес тапхăр пырать. Çак ыйтăва татса парассине вырăнти çынсемпе пĕрле сÿтсе явнă, пĕрлехи пухура шыв пăрăхĕн япăхнă пайне юсасси тата ăна проектпа çирĕплетесси пирки йышăну тунă. Ку проекта пурнăçлани ял çыннисене куллен пахалăхлă шывпа тивĕçтерсе тăма май парать. Çакă, паллах, çынсен пурнăç условийĕ çине лайăх витĕм кÿрет. Пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса ку таранччен Йÿçкасси тăрăхĕнче пĕтĕмпе 24 проект пурнăçа кĕртнĕ, вăл шутра – çул-йĕр, шыв пăрăхĕ юсасси, ача-пăчана вылямалли лаптăксем тăвасси тата ытти те.
– Пирĕн тăрăхри çынсем çак программа усăллă ĕçленине лайăх пĕлеççĕ, çавăнпа та унта хутшăнма вĕсем хирĕç мар. Нÿрет ялĕнче пĕтĕмпе 31 хушма хуçалăх, çыннисем туслă тата тăрăшуллă. Вĕсем çитес çул та пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнма шухăшларĕç, – çапла пĕлтерчĕç территори пайĕнчен.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
