Вăрттăн ĕç тăвакансене тытса чарнă

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2025, 09:22 Просмотров: 142

Муркаш район прокуратури Санкт-Петербург хулинчи 24 тата 22 çулхи çамрăк çынсем тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе çирĕплетнĕ. Вĕсем РФ УК 228.1 статьян 4 пайĕнчи «а» пунктĕнче тата 30 статьян 3 пайĕнче палăртнă йĕркесене (покушение на незаконный сбыт наркотических средств, совершенное и с использованием сети Интернет, организованной группой) пăсса преступлени тунине çирĕплетме сăлтав çителĕклĕ. Вĕсем пысăк виçеллĕ наркотик хатĕрне сутма хăтланнипе 32 преступлени эпизочĕ, уйрăмах пысăк виçеллĕ парти сутма хăтланнипе 2 преступлени эпизочĕ тунă. Суд çапла палăртнă. Икĕ çамрăк çын тепĕр ушкăнпа пĕрлешнĕ. Вĕсем Интернет çыхăнăвĕпе усă курса саккуна пăсса наркотик хатĕрне туяннă, упранă, сутлăха кăларас тесе Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ субъектне çитнĕ, вăл шутра – Чăваш Республикине те. Иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче вĕсем Ленинград облаçĕнче наркотикăн пысăк виçине туяннă та пĕчĕк чĕркемсем тунă. «Мазда» автомашинăпа Санкт-Петербург хули – Череповецк хули – Вологда хули – Рыбинск хули – Ярославль хули – Иваново хули – Владимир хули – Нижний Новгород хули – Шупашкар хули – Саратов хули маршрутпа çула тухнă. Октябрĕн 19 – 20-мĕшĕсенче вĕсем çул айккисенче кĕреçепе çĕр чавса ятарлă вырăнсене 2 килограмм ытла наркотик пĕчĕк виçесемпе хурса çÿренĕ. Октябрĕн 20-мĕшĕнче «Волга» М-7 автоçул çинче вĕсене Муркаш муниципалитет округĕнчи право йĕркине сыхлакан органсен сотрудникĕсем тытса чарнă. Вĕсен автомашининче вăрттăн вырăнсене хурса пĕтереймен 1 килограмм ытларах наркотик пулнă. Преступниксем хăйсен тĕллевне пурнăçласа çитереймен, полици вĕсен çулне пÿлнĕ. Вĕсем айăплă пулнине следстви вăхăтĕнче туллин çирĕплетнĕ. Ушкăнри преступниксем çакна йышăннă. Суд патшалăх айăплавçин шухăшне шута илнĕ, кашни çынна 9 çуллăх ирĕкрен хăтарма йышăннă. Вĕсем çак вăхăта çирĕп режимлă юсану колонийĕнче ирттерĕç. Конфискациленĕ автомашинăпа укçа-тенкĕне, виçĕ «iPhone» телефона патшалăх тупăшĕ шутне кĕртнĕ. Приговор саккунлă вăя кĕмен.

Алексей ГАЛАХОВ, Муркаш район прокурорĕ

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6