Муркаш çăкăрне – салтаксем патне

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2025, 09:14 Просмотров: 105

Нумаях пулмасть Муркаш çăкăрне ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем патне тиесе ячĕç.

Иртнĕ рейспа Херсон облаçĕнчи виçĕ тăрăха хура çăкăр ăсатрăмăр. Тен хăшĕ-пĕри пĕлмест те пулĕ, салтаксем унта хура çăкăршăн та тунсăхлаççĕ. Паллах, чи тутлă çăкăра пирĕн Лантăш пекарнинче пĕçереççĕ. Эпир «Моргауши-Хлеб» предприяти ертÿçи Надежда Трихалкина патне ыйтупа тухрăмăр. Пире кăмăлтанах виçĕ пысăк курупка çемçе те тин çеç пиçсе тухнă тутлă шăршăллă çăкăр парса ячĕ. Тутлă çăкăршăн Надежда Михайловнăна тата коллектива тав тăватпăр. Муркаш райпо канашĕн ертÿçине Борис Васильевич Андреева «Моргаушцы – ZA Победу» волонтер ушкăнĕ урлă ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшнăшăн пысăк тав. Тавах сире пире çур сăмахран ăнланнăшăн, – çапла пĕлтерет «Моргаушцы – ZA Победу» волонтер ушкăнĕн активисчĕ Наталия.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6