Муркаш урамĕнче тухтăрсем сывлăха тĕрĕслерĕç

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2025, 09:12 Просмотров: 169

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Сывлăх патне пĕр утăм» проект малалла ĕçлет. Вăл меллĕ пулнине чылайăшĕ туйма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ.

Иртнĕ эрнере Муркаш округ администрацийĕ умĕнче мобильлĕ медпунктра халăх йышлăн пухăнчĕ, çакăнта муркашсем хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарчĕç. Проект ĕçлеме пуçланăранпа Муркашра ку иккĕмĕш йышăну пулчĕ. «Тухтăрсем урамра пирĕн сывлăха тĕрĕслени питĕ лайăх. Хăвăрт пулать, мĕнле эмелсем ĕçмеллине ăнлантараççĕ, кăмăллăн калаçаççĕ, – терĕ тĕрĕслеве пынă пĕр çын.

Çак кун тĕрĕслеве 138 çын хутшăнчĕ. Тухтăрсем куç, юн пусăмне, юнри холестеринпа сахăр шайне тĕрĕслерĕç, кĕлетке йывăрăшне, çын çÿллĕшне, кĕлетке виçин индексне палăртрĕç. Кунта çынсемпе виçĕ терапевт ĕçлерĕ, ЭКГ, щит парĕн УЗИне тума тата ытти тĕрĕслев ирттерме май пулчĕ. Хĕрарăмсен тухтăрĕ те йышăну турĕ. Терапевт сĕнĕвĕ те питĕ вырăнлă. Тухтăрсем çынсене кирлĕ сĕнÿсем пачĕç, сывлăх шкулĕ ĕçлерĕ. Мобильлĕ ушкăн çак тапхăрта округри тĕрлĕ яла çитме ĕлкĕрчĕ. Çитес вăхăтра тухтăрсем каллех çула тухĕç, августăн 2-мĕшĕнче вĕсем Хорнуй ялне çитме палăртнă. Августăн 5, 8, 14-мĕшĕсенче вара Муркашра сывлăха тĕрĕслеттерме май пулĕ. Ку кунсене манса ан кайăр, сывлăха тĕрĕслеттерме васкăр.

Роза ИЛЛАРИОНОВА.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6