«Çакăнти çынсене ĕçчен те кăмăллă пулнишĕн килĕштеретĕп»

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2025, 09:08 Просмотров: 125

Çапла калать депутатсен округри Пухăвĕн депутачĕ Михаил Бычков. Вăл Ильинка территори хăтлăхĕшĕн, унти çынсен пурнăç условине лайăхлатассишĕн яваплă.

Маншăн Ильинка тăрăхĕ, хам çуралнă ене шутламасан, округри чи илемлĕ вырăнсенчен пĕри. Пĕр пытармасăр калатăп, унта кайсан чун-чĕрепе канса килетĕп, историлле вырăнсемпе иртетĕп. Маларахри вăхăтсенче пăрахутсем чарăннă тĕле анатăн та Атăл шывĕ пит илемлĕн талккишпе сарăлса выртать, çÿлерехри вырăнта çĕнетнĕ чиркÿ мăнаçлăн курăнать. Илемлĕ, сăваплă кĕтес кунта чылай. Ильинка енĕ çулран-çулах илемленсе пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ ку вырăн туристсемшĕн те илĕртÿллĕ. Çыннисем те кăмăллă та тăрăшуллă. Атăл çыранне аниччен вара «Юман» кафе умĕпе иртмелле. Вăл та ку тăрăхри çынсен кăна мар, хăнасен те юратнă вырăнĕ. Унăн ертÿçи – Ильинка тăрăхĕшĕн чылай тăрăшакан Михаил Бычков депутат. Вырăнти хăтлăх вара пуçаруллă çынсенчен чылай килет. Ĕçсене пурнăçлассипе пуçарулăх бюджечĕн программи пысăк пулăшу кÿрет. Ильинка территори пайĕнче кăçал асăннă программăпа 4 проект пурнăçламалла. Пĕрремĕшĕ – мăншашкарсен, вĕсем культура вучахне чĕртесшĕн. Проект хакĕ пысăк, 9 млн та 970 пин тенкĕ. Республикăн 57 проценчĕ 5 млн та 682 пин те 900 тенкĕпе танлашать. Вырăнти бюджетран – 1 млн та 065 пин тенкĕ ытла. Чĕпĕлкассисен – иккĕмĕш проект, вĕсем шывпа тивĕçтерес объекта юсассипе ĕçлесшĕн, проект 495 пин те 660 тенкĕпе танлашать. Регионтан 282 пин те 526 тенкĕ пулĕ. Вырăнти бюджетран 163 пин те 568 тенкĕпе, çынсен пулăшăвĕ 46 пин те 566 тенкĕпе танлашать. Тренккăсем те культура вучахне юсаса çĕнĕ сăн-сăпат кĕртесшĕн. Çак ялта пурăнакансен проекчĕ 411 пин те 924 тенкĕпе танлашать. Регионтан 234 пин те 796 тенкĕ пулĕ. Вырăнти бюджетран 101 пин те 827 тенкĕ уйăрĕç. Ял çыннисен пулăшăвĕ 75 пин те 300 тенкĕпе танлашать. Тяпакасси ялĕнче пурăнакансем çăл куç таврашне хăтлăх кĕртесшĕн, проекчĕ 1 млн та 012 пин те 270 тенкĕпе танлашать. Республикăран 576 пин те 994 тенкĕ пулĕ. Вырăнти бюджетран – 320 пин те 276 тенкĕ, çынсен пулăшăвĕ 115 пин тенкĕпе танлашать. Палăртса хăваратăп, проектсен хакĕ малтанласа шутлани, аукцион ирттернĕ тăрăх вĕсен калăпăшĕ улшăнчĕ. Вырăнти администрацинчен пĕлтернĕ тăрăх, пур проектпа та территоринче ĕçсем пыраççĕ. Нумаях пулмасть Тяпакассинче тирпейлесе илемлетнĕ çак çăл куçа савăнăçлăн халăхпа, хăнасемпе пĕрле уçрĕç, чăваш йăли-йĕркипе уяв турĕç. Малашне ку çынсен кану вырăнĕ пулса тăрĕ.

– 1976 çулччен çак çăл куçран çынсем япала çума, шăварма шыв ăснă, унта çăл пури те пулнă. Ялсене шыв пăрăхĕсем хума тытăннă, çынсем вара унта малтанхи пек шыв патне анма пăрахнă, паллах, хутран-ситрен ăскаланă. Пурăна киле вăл япăхса, манăçа тухса пынă. Улăхра кĕтÿ пăхакансем çăл куç шывĕпе усă куркаланă. Вăл вырăн япăхса ларнине курсан ăна çĕнетес шухăш çуралчĕ. Çакăн пирки Вера Ермаковăпа, Светлана Ивановăпа калаçрăм, ытти çынсем те манăн сĕнĕве хирĕçлемерĕç, ырласа йышăнчĕç. Çапла ĕçлес кăмăллă çынсенчен пуçарулăх ушкăнĕ туса хутăмăр. Çăл куçа тасатас, ун таврашне тирпейлесе илемлетес ĕçре пулăшу пултăр тесе ăна пуçарулăх бюджечĕн программине кĕртес терĕмĕр. Пирĕн проекта ырларĕç. Халăхран пухмалли пайне вара хам тÿлес терĕм, мĕншĕн тесен çынсенчен ахаль те кашни çулах çул-йĕр, шыв пăрăхĕ юсама е ытти ĕç валли укçа пуçтараççĕ. Вĕсене кăштах та пулин çăмăллăх пултăр терĕм, 115 пин тенкĕне хам укçаран тÿлесе ятăм. Мана çак тăрăхри çынсемпе ĕçлеме килĕшет, вĕсем пуçаруллă тата тăрăшуллă. Ĕçне пурнăçлаканни вара Сергей Колбасов уйрăм предприниматель пулчĕ. Валентина Аникина, Тамара Хораськина, Светлана Иванова, Николай Савельев, Бронислав Ермаков, Иван Скворцов тавралăха тирпейлерĕç. Зинаида Фомина, Юлия Сорокина та чылай тăрăшрĕç. Асăннă çынсене тата çак ĕçе пурнăçлама тÿпе хывнисене хам ятран тата вырăнти çынсем ячĕпе тав тăватăп. Çапла июлĕн 11-мĕшĕнче ку тăрăхри пысăк йышпа пухăнтăмăр, сăваплă вырăна хăю касса уçрăмăр. Ял çыннисем хăнасене çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Хăмларан тунă чăваш сăри те паха пулчĕ. Шывне Рустик атте тасатса-сăвапласа пачĕ. Халĕ ку çăл куç çакăнти çынсен кăна мар, хăнасен те юратнă вырăнĕ пулĕ. Шывĕ пурин валли те çитет. Çакăнта килсе çÿрекенсем тирпейлĕ пуласса шанас килет. Депутат пулнă май эпĕ Ильинка тăрăхĕнчи çынсене тав тăватăп, малашне те пĕрле килĕштерсе ĕçлессе шанатăп. Пĕрле тумалли ĕçсем пирĕн тупăнсах тăраççĕ, – терĕ Михаил Бычков. Тяпакассисене вырăнти уявпа саламлама Михаил Бычков депутат, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Александр Федотов, Патшалăх Канашĕн депутачĕн Николай Угасловăн пулăшуçи Эльвира Казакова, Муркаш муниципалитет округ пуçлăхĕн çумĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан – вĕренÿпе çамрăксен пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова тата ыттисем килсе çитрĕç. Ĕçре палăрнисене, вăл шутра Сергей Колбасов предпринимателе, Тав çырăвĕсемпе чысларĕç. Михаил Бычков активлă çынсене электрочайниксем парнелерĕ. Юрă-кĕвĕ уява татах та савăкрах турĕ. Валерий Ильядков ертсе пыракан «Уяр» ушкăн концерчĕ çынсен кăмăлне çĕклерĕ. Йĕркелÿçĕсем çак пысăк уява хутшăнакансене какай шÿрпипе хăналарĕç. Пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнса ильинкăсем çак вăхăтчен пĕтĕмпе 18 проект пурнăçа кĕртнĕ. Унпа усă курса 9 проект тăрăх 8 км та 125 м çул-йĕр юсанă, 4 проектпа шывпа тивĕçтермелли системăна çĕнетнĕ, 3 проектпа территорие хăтлăх кĕртнĕ тата ытти ĕç пурнăçланă, 1 проектпа çĕнĕ клуб хута каймалла.

Кăларăма Роза ИЛЛАРИОНОВА хатĕрленĕ.

«Ял çĕнелет» проект Чăваш Ен Цифра министерстви пулăшнипе пурнăçланать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6