Июлĕн 28-мĕшĕнче Муркаш муниципалитет округне «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн контролĕнче» проект шайĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ертÿçи Сергей Артамонов килсе кайрĕ, республикăн социаллă пĕлтерĕшлĕ икĕ объектне – Москакассинчи «Колокольчик» ача садне тата Муркаш тĕп больницин поликлиникине – çитсе курчĕ.
Сергей Артамоновпа, Муркаш муниципалитет округĕн пуçлăхĕпе Алексей Матросовпа пĕрле объектсенче Чăваш Ен строительство министрĕ Владимир Максимов, вĕренÿ министрĕ Дмитрий Захаров, сывлăх сыхлав министрĕ Лариса Тарасова, район прокурорĕ Алексей Галахов, округ администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕн тивĕçне пурнăçлакан – вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова пулчĕç. Çак икĕ объекта тăвассипе «ГлавИнвестСтрой» чикĕллĕ яваплăхлă общество тимлет, ертÿçи – Алексей Макаров. Москакассинчи ача садне пĕр çулталăк çурă тăваççĕ. Объект – 160 ача вырнаçмалăх. Пĕтĕмĕшле ĕçсен хакĕ 219 миллион та 337 пин тенкĕпе танлашать. Территорие хăтлăх кĕртнĕ, ача-пăча вылямалли лаптăксене комплектласа çитернĕ. Çурт 95 процент хатĕр. Инженери коммуникацине тăвассипе малалла ĕçлемелле, пушар сигнализацине вырнаçтармалла, ытти ĕç пурнăçламалла. Ĕçĕ нумаях мар, çапах та кăткăс задача пурнăçламалла. Апла пулин те подряд организацийĕн ертÿçи объекта вăхăтра вĕçлессе шантарать. Сергей Артамонов палăртнă тăрăх, çак ĕçсемпе пĕрлех пÿлĕмсене хăтлăх кĕртни объекта вăхăтра хута яма пулăшать. Алексей Макаров строительствăпа монтаж ĕçĕсене августăн 10-мĕшĕччен вĕçлеме, августăн 17-мĕшĕнче ача садне официаллă уçма шантарчĕ. Премьер-министр çавăн пекех Муркашри çĕнĕ поликлиника строительствине çитсе курчĕ. Поликлиникăна «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче тăваççĕ. Объект валли 191 млн тенкĕ уйăрма палăртнă. Унта кунсерен 150 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттерме, çирĕплетме пултарать. Халĕ оборудованипе медицина техники туянассипе ĕçлеççĕ. Подрядчик каланă тăрăх, строительство ĕçĕ икĕ эрнене яхăн графикран юлса пырать, çакăн сăлтавĕ – стройматериалсене вăхăтра кÿрсе килме ĕлкĕрейменни. Алексей Макаров графика çитме, поликлиникăн пĕрремĕш хутне сентябрь уйăхĕ тĕлне вĕçлеме шантарчĕ. Ĕç мĕнле пынине куллен тишкерме виçĕ видеокамера лартнă, тĕрĕслев органĕсем ĕçе контрольте тытаççĕ. Ĕçлĕ çул çÿреве пĕтĕмлетсе Сергей Артамонов икĕ учрежденин строительство ĕçĕсене хăвăртлатма сĕнÿсем пачĕ.
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Август 2026 |
