Сывлăха тĕрĕслеме майсем ытларах

Категория: Общество Опубликовано: 01.08.2025, 08:45 Просмотров: 155

Чăваш Республикин Правительство çуртĕнче nэрнесерен ирттерекен канашлура сывлăх сыхлав министрĕ Лариса Тарасова çулталăкăн пĕрремĕш çурринче аслă çулхи çынсене диспансеризаци тунин пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Çак тапхăрта 322 пине яхăн çын медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухнă. Репродуктивлă çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсен диспансеризацинче 61 пин ытла çын пулнă. «Пур кăтартупа та лайăх улшăну палăрать, çав хушăрах ĕçлемелли ыйтусем те пур. Çынсем больницăна, специалистсем патне çитметĕрĕслев тума, сывлăх шайне палăртма, чир-чĕр пулсан хăвăртрах сипленме пултарма мероприятисене тĕрĕс йĕркелесси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кунта эпир «çу ярса пăтăна япăхлатмастпăр», пур майпа усă курмалла. Тĕслĕхрен, эпир пĕр вăхăтрах диспансеризаци ирттеретпĕр тата ГТО программине хутшăнатпăр, çав хушăрах налук вычечĕ валли ирĕк илетпĕр. Кукашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ. Профилактикăпа диспансеризаци программисемпе сывлăхшăн тăрăшма май паракан пурнăç мелне йĕркелетпĕр», – палăртать Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6