Муркаш округĕн уй-хирĕсенче хĕрÿ тапхăр – вырма ĕçĕ – пуçланчĕ. Ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн ертÿçи Татьяна Павлова пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи вырма тапхăрĕнче пĕтĕмпе 14000 га ытла пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культура пухса кĕртмелле, вăл шутра 5000 га – кĕрхи культура.
Асăннă пай вырмана малтан икĕ хуçалăх тухнине пĕлтерчĕ. Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăх уй-хирĕнче «ACROS» маркăллă 5 комбайн вырать. Чкалов ячĕпе хисепленекен хуçалăхра«ACROS» маркăллă 1 комбайн ĕçлет. Хуçалăх ертÿçисем каланă тăрăх, кĕрхи культурăсен вăтам тухăçĕ 35 центнертан кая пулмалла мар. «Оринино» хуçалăхра (сăн ÿкерчĕкре) тата Е. Андреев ячĕпе хисепленекен хуçалăхра та вырма пуçланчĕ. «Московская – 56» кĕрхи тулă ку хуçалăхсенче те ăнса пулнă. Орининсем çак кунсенче 307 га çинче ĕçлĕç, тепĕр хуçалăхри ĕç калăпăшĕ унтан пысăкрах. Ку хуçалăхсенче те хальлĕхе тухăç лайăх. Вырма ытти хуçалăхра та вăй илсе пырать.
Роза МАКАРОВА.
Август 2026 |
