Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗрлехи пособи палӑртнӑ чухне ҫамрӑксем ӗҫлесе илнӗ тупӑша шута илмест.
Ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче чылай студентпа шкул ачи хушма укҫа ӗҫлесе илме май шырать. Ашшӗ-амӑшӗ вара ачан ҫуллахи ӗҫ укҫине пӗрлехи пособи палӑртнӑ чухне мӗнле шута илесси пирки шухӑшлать.
Пӗрлехи пособи палӑртнӑ чухне 18 ҫула ҫитмен ҫамрӑксем ӗҫлесе илекен тупӑша ҫемьен пӗтӗмӗшле тупӑшне кӗртмеҫҫӗ. Енчен те ачасем шкулта е куҫӑн мар майпа аслӑ, ҫавӑн пекех вӑтам вӗренӳ заведенийӗнче 6 уйӑхран кая мар вӗреннӗ пулсан. Ку норма 2024 ҫулхи июнӗн 1-мӗшӗнчен тытӑнса ӗҫлет.
Ача вӗреннӗ вырӑнтан справка Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗн чи ҫывӑх клиент службине ҫитермелле.
Правилӑсем шкул ачисемпе студентсен хӑй тӗллӗн ӗҫленипе (самозанятые) тунӑ тупӑшӗсене те пырса тивмеҫҫӗ. Вӗсене ҫапах ҫемьен ҫын пуҫне тивекен вӑтам тупӑшне шутланӑ чухне шута илеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пӗрлехи пособи правине палӑртнӑ чухне куҫӑмсӑр майпа вӗренекен 18 ҫултан пуҫласа 23 ҫула ҫитичченхи студентсен тупӑшӗсене, вӗсен стипендийӗпе шалӑвне те шута илеҫҫӗ.
Чӑваш Енре паян 97 пин ытла ачан ашшӗ-амӑшӗ пӗрлехи пособи илет. Тӳлеве ҫын пуҫне пурӑнмалли минимумран сахалрах тупӑшлӑ (15 428 тенкӗ) тата нормӑпа палӑртнӑ пурлӑхлӑ ҫемьесене параҫҫӗ. Пособие 12 уйӑхлӑха палӑртаҫҫӗ, ӑна 17 ҫула ҫитмен кашни ача валли илме пулать.
Палӑртнӑ тӳлев виҫи ҫемьен пурлӑх лару-тӑрӑвӗнчен килет, вӑл регионти ачасен пурӑнмалли минимумӗн 50 , 75 е 100 проценчӗ пулма пултарать.
Чӑваш Республикинче ачашӑн пурӑнмалли чи пӗчӗк укҫа виҫине 14 965 тенкӗ чухлӗ палӑртнӑ, ҫавна кура ачасемшӗн тӳлемелли укҫа 7 485 тенкӗ те 50 пусран пуҫласа 14 950 тенкӗ таран улшӑнса тӑрать.
Ҫуллахи кану тапхӑрӗсенче ӗҫлени страховани стажне кӗрет, вӗренекенсене хӑйсен пенси коэффициентне ӳстерме май парать.
Социаллӑ фондӑн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пенси прависене йӗркелеме ӗҫе официаллӑ майпа вырнаҫсан кӑна май пуррине аса илтерет.
СФР Чӑваш Енри уйрӑмӗн пӗрлехи ҫыхӑну центрӗ: 8-800-100-00-01 (шӑнкӑрав тӳлевсӗр).
Август 2026 |
