Агромаркета çитме васкăр

Категория: Общество Опубликовано: 25.07.2025, 09:59 Просмотров: 58

Июлĕн 18-мĕшĕнче, «Каскад» суту-илÿ центрĕнче, Чăваш Республикинчи пĕрремĕш фермер агромаркечĕ «Пехет» ĕçлеме пуçларĕ. Кунти лаптăка 8 ятарлă зонăна уйăрнă. Чăваш Енти тĕрлĕ кĕтесри фермерсем хăйсен бренчĕпе, продукци ассортименчĕпе паллаштарчĕç, ту­танса пăхма сĕнчĕç. Кăмăла каякан пысăк уявпа танах пулчĕ çак кун, хăнисем те сумлă – Раççей шайĕ таранах.

Агромаркетри ассортимент чăн та унăн ячĕпе килĕшсе тăрать. Чăваш çĕрĕн пуянлăхĕ – йăлтах куç умĕнче. Продукцие туса кăлара­кансем – чăваш çĕрĕн мухтавĕ.

«Каскад» суту-илÿ центрĕн цоколь хутĕнче вырнаçнă 4,2 пин тăват­кал метр лаптăкра 76 суту-илÿ точкине вырнаçтарнă, вĕсенче чăваш производителĕсем хăйсен пысăк пахалăхлă продукцине сĕнеççĕ. Сут­лăхра мĕн кăна çук пулĕ? Аш-пăш, сĕт-çу, çăкăр-булка изделийĕсем, пахча çимĕç, пулă, сыр тата ытти те. Обществăлла апатланăвăн точки­сене вара фуд-корт зонине пĕрлештернĕ.

«Пехет» туризм отраслĕшĕн те кăсăклă пулĕ. Агромаркетра ĕçмел­ли-çимелли кăна сутмаççĕ. Унта чăваш халăхĕн ал ĕç ăстисемпе пал­лашма, наци тумĕпе тĕрлĕ сувенир туянма пулать. Çакăнта харпăр хăйне чăн чăваш çĕрĕнчи пек туятăн.

«Пехет» агромаркет – Чăваш Республикин Правительстви тата «Чăваш Ен халăх фермерĕ» ассоциаци пĕрле пуçарнă пысăк пĕл­терĕшлĕ проект. Вăл – «АгроПродвижение» агропромышленность ком­плексĕн аталану стратегийĕн пĕр пайĕ. Ăна йĕркеленĕ май эпир хамăр фермерсене пулăшас, чăваш çĕрĕ мĕнле пуян пулнине, çĕр ĕçченĕпе выльăх-чĕрлĕх пăхаканăн пултарулăхне кăтартас терĕмĕр. Унта сĕнекен продукци — хамăр патра туса кăлараканни. Вăл хамăр республикăра пурăнакансем кăмăллакан вырăн пуласса шанас килет. Çакăнта пахалăхлă апат-çимĕç туянма, пушă вăхăта ирттерме мел­лĕ», – пĕлтерет Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Пысăк проекта пурнăçлассине республика 180 млн тенкĕ хывнă. Бюджет фермерсене суту-илÿ вырăнĕшĕн тÿленине саплаштарать. Харпăр хăй продукцийĕпе суту тăвакансене аренда тÿлевĕн 60 проценчĕ таран каялла тавăрса парать.

Унта кайса çÿреме меллĕ пултăр тесе çул-йĕр бригади обществăлла транспорт чарăнăвĕ йĕрке­ленĕ. Кунта 5 тата 13 номерлĕ хула транспорчĕн маршручĕсем çÿреççĕ. Агромаркет ятне 17 метр тăршшĕ пысăккăн çырни куç айккинче юлмасть. Çак лаптăка пĕр харăс 1050 çын вырнаçать.

Подрядчик ĕçлеме пуçланăранпа кунти лаптăк йăлтах илемленсе ларнă, витринăсене йывăçран тунă, ытти япалана та эрешлесе илемлетнĕ. Су­ту-илÿ лаптăкĕнче наци колоричĕ, чăвашлăх палăрать, чăваш ÿнерçисен тăрăшулăхĕ лайăх курăнать. Кунти кашни япалана чуна парса тунă. Хамăр чăвашлăха кăтартма пĕлни аван палăрать.

Шупашкарти савăнăçлă мероприятие Мур­каш округĕн фермерĕсем те хутшăнчĕç. Антон Кондратьев, Владимир Федоров, Анна Ногаева, Александр Иванов хăйсен хуçалăхĕнче ÿстернĕ çырлана илсе тухрĕç. Евгений Шуваев ашран, пулăран тĕрлĕ çимĕç хатĕрленĕ. Муркаш райповĕ çăкăр-булка изделине сутлăха илсе тухнă. Тамара Петрова мероприятие хутшăнакансене фриволи­те мелĕпе ал ĕç ăсталăхне вĕрентнĕ. Муркашсем патĕнче те халăх йышлă пулчĕ.

Шупашкара, агромаркета, васкар: тĕрлĕ тавар туянма, сутма тата курса çÿреме, хамăр продукци­пе, чăвашлăхпа хăпартланма.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6