Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раççей МЧСĕн Атăл тăрăхĕнчи федераци округĕнчи территори пайĕсен ертÿçисен Канашĕн председателĕпе, шалти ĕçсен службин генерал-лейтенанчĕпе Валерий Синьковпа ĕçлĕ канашлу ирттернĕ. Ертÿçĕсем республикăра чрезвычайлă лару-тăруран сыхланас тата асăрхаттарас мелсемпе хатĕрсене тата кунти комплекслă вăйсене аталантарассине сÿтсе явнă.
«2028 çул тĕлне халăха вăл е ку ыйтупа вăхăтра пĕлтерсе тăрассипе ĕçлеме пирĕн ĕç планĕ пур», – çирĕплетсе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Иртнĕ икĕ çул хушшинче халăха пĕлтерсе тăрас системăна модернизацилеме 300 млн тенкĕ ытла хывнă, сасă паракан куçарса çÿремелли 283 устройствăна тата халăха пĕлтерессине йĕркелесе пыма муниципалитет системин 26 пультне вырнаçтарнă. 2025 çул валли çирĕплетнĕ ĕçсен планĕпе илсе тухса çÿремелли сасă паракан 133 акустика устройствине вырнаçтарма тата информаци хăрушсăрлăхне пурнăçа кĕртме пăхнă.
Калаçу вăхăтĕнче вĕсем Чăваш Республикин МЧС службин аталанăвĕн уйрăм кăтартăвĕсем çинче те чарăнса тăнă. Уйрăмах юлашки 5 çул хушшинче пушарпа кĕрешме мĕн чухлĕ тимлĕх уйăрни пирки калаçнă. Республикăра иртнĕ 5 çулта пушарпа кĕрешес службăн пурлăхпа техника базине çĕнетме 265 млн тенкĕ уйăрса пама пултарнă. 2025 çулта кăна пысăк çÿреслĕхлĕ пушар сÿнтермелли автоцистернăсене тата пулăшмалли техника туянма республика 71 млн тенкĕ уйăрнă. Чăваш Республикинчи пушар хуралĕ паянхи куна 222 подразделенирен тăрать. Унта службăна 2 пин çын ытла тухать. Ирĕке кайнă вут-кăварпа кĕрешмелли техника Чăваш Енре пĕтĕмпе 421 единица пур.
Пушар хуралĕ пирĕн республикăра аталанса-çĕнелсех пырать. 2020-2024 çулсенче пушар чаçĕсен 4 уйрăм постне йĕркеленĕ. Вĕсем 57 яла хÿтлĕхе илнĕ. 2025 çул пуçланнăранпа кунашкал постсем республикăра çĕнĕрен 2 уçăлнă. Çывăх 3 çулта пушарпа кĕрешмелли 8 подразделение тата пушарпа кĕрешмелли ирĕклĕ пушар хуралĕн 42 подразделенине çĕнĕрен йĕркелеме пăхаççĕ. Çакă республикăна «хĕрлĕ автанран» хÿтĕлессине палăрмаллах ÿстерме май парать.
Уйрăм сăмах вăрман пушарĕсем тата вĕсенчен хÿтĕленесси пирки. Паянхи куна вăрманти пушарсемпе кĕрешме республикăра 42 станци службăра тăрать. Вĕсенче пушар сÿнтермелли 155 техника, «хĕрлĕ автанпа» вăхăтра кĕрешмелли 887 единица ятарлă оборудовани тата 11 единица БПЛА пур. Вăрманти пушарсене вăхăтра тупса палăртма республикăра видеомониторинг системи ĕçлет.
Юлашки вăхăтра Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн МЧСĕн подразделенийĕсене тĕрлĕ çулпа çÿреме пултаракан 4 «Нива» автомашина, тулли приводлă «Соболь» тата аварипе çăлав оборудованиллĕ КАМАЗ пушар автоцистерни килсе çитнĕ.
Федераци тата регион бюджечĕсен укçи-тенкипе туяннă техникăн уççисене республикăри çăлавçăсене Раççей МЧСĕн Атăл тăрăхĕнчи федераци округĕнчи территори пайĕсен ертÿçисен Канашĕн председателĕпе, шалти ĕçсен службин генерал-лейтенанчĕпе Валерий Синьковпа республика премьер-министрĕ Сергей Артамонов панă.
Тĕрлĕ çулпа çÿреме пултаракан техника вăй илнĕ пушарсем патне хăвăртрах çитме пулăшмалла. Тулли туртăмлă «Соболь» автомашинăпа усă курса пирĕн çăлавçăсем БПЛАсемпе анлăрах усă курма пуçлĕç. Ку вăл пушар хăрушсăрлăхне тĕпрен лайăхлатма пулăшĕ. «Нива» автомашинăсем вара Патăрьел, Муркаш тата Шупашкар округĕсенчи патшалăх пушар инспекторĕсемпе дознавательсен ĕçне тĕпрен лайăхлатма май памалла.
Хамăр инф.
Август 2026 |
