Регионта ял хуçалăхĕ ăнăçлă аталанать

Категория: Общество Опубликовано: 25.07.2025, 09:55 Просмотров: 83

Раççей ял хуçалăх министрĕ Оксана Лут Чăваш Республикинче ĕçлĕ çул çÿревпе пулчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Олег Николаевпа вăл тĕрлĕ тĕл пулăва хутшăнчĕ.

 Малтан Олег Николаевпа Оксана Лут ре­гионти ял хуçалăх аталанăвне тата малашлăх тĕллевĕсене сÿтсе яврĕç.

Тĕл пулу хыççăн вĕсем ял хуçалăхĕнче ăнăçлă вăй хуракан 17 ĕçчене тивĕçлĕ на­градăпа чысларĕç.

Унтан Олег Николаевпа Оксана Лут çĕнĕрен уçăлнă «Пехет» агромаркетра пулчĕç.

Çакăн хыççăн вĕсем Чăваш патшалăх аграри университетне çитрĕç. Кунта специа­листсем хатĕрленипе паллашрĕç. Чи лайăх паллă илнĕ 20 выпускника дипломсем пачĕç.

Унтан республика ертÿçипе министр Хăм­ла ÿстерессипе ĕçлекен центрта пулчĕç. Кун­та хăмлана пур енлĕ тишкерекен лаборатори ĕçĕпе кăсăкланчĕç.

Каярахпа Олег Николаевпа Оксана Лут ăратлă выльăх сутакан Пĕтĕм Раççейри аук­ционта пулчĕç. Аукциона 29 лот тăратнă, чи хакли 530 пин тенкĕпе сутăннă.

Кун хыççăн республика ертÿçипе министр Çĕрпÿ округĕнчи Чурачăкри çĕнĕрен тунă шкулта пулчĕç. Ку тăрăхра территорие ком­плекслă аталантарас опыта тишкерчĕç.

Юлашкинчен вĕсем Вăрнар округĕнчи хăм­ла пуссине çитсе курчĕç.

Тĕрлĕ мероприятипе пуян куна пĕтĕмлетсе Оскана Лут республикăра ял хуçалăхĕ ăнăçлă аталаннине, кунта ĕçчен çынсем пурăннине палăртрĕ.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6