Муркаш округ администрацийĕнче тунтикун иртнĕ канашлура кăçалхи 6 уйăх итогĕсене пăхса тухнă.
2025 çулхи январь — июнь уйăхĕсенче пĕтĕмпе 3 637 млн тенкĕлĕх тавар туса кăларнă.
Çак тапхăрта ял хуçалăх предприятийĕсем 1 014 млн тенкĕлĕх продукци ăсатнă.
Ял çыннисене тÿлевлĕ çăмăллăхсемпе 76,3 млн тенкĕлĕх тивĕçтернĕ.
Округра пурăнакансене ваккăн тавар 729 млн тенкĕлĕх сутнă.
Обществăлла апатлану предприятийĕсен кăтартăвĕ 118,7 млн тенкĕпе танлашнă.
Инвестицисем тĕп капитала 284,7 млн тенкĕлĕх хывнă.
Август 2026 |
