Республикăри ипотека программи пулăшнипе 230 çемье хваттер туяннă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăнăвĕпе ăна малалла тăснă. Программа ипотекăпа хваттер туяннă чухне пĕрремĕш взноса (20 процент) тÿлеме май парать.
Программа 4 уйăх каялла вăя кĕнĕ, çак тапхăрта 230 çемье финанс пулăшăвне тивĕçнĕ.
Асăннă программа валли республика бюджетĕнчен 500 млн тенкĕ уйăрнă. Çак укçа-тенкĕ 400 çемьене яхăн пулăшма май парать.
Ипотекăна тивĕçме заявкăсене муниципалитет округĕн администрацийĕнче йышăнаççĕ. Асăннă ипотекăна çамрăк тата нумай ачаллă çемьесене, СВО участникĕсене тата çар ĕçĕн ветеранĕсене, инвалидсене, патшалăх тата муниципалитет служащийĕсене, бюджет ĕçченĕсене, çамрăк специалистсене тата ытти категорири граждансене параççĕ.
Тĕплĕнрех ипотека программи çинчен республикăри Строительство министерствин сайтĕнче пĕлме пулать.
Август 2026 |
