Муркаш округĕнче суйлав иртнине общественноç енчен пăхса тăракан территори штабĕ йĕркеленĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ сентябрĕн 14-мĕшĕнче иртет. Штаб йĕркеленин тĕллевĕ – суйлава тивĕçлĕ шайра ирттересси, граждансене суйлав правине пурнăçлама майсем туса парасси. Суйлав иртнине общественноç енчен пăхса тăрассине йĕркелесси те штаб тивĕçĕ шутланать.
Штаб сăнавçăсен ĕçне йĕркелет. Кунта юридици, информаци, эксперт, мониторинг ушкăнĕсем йĕркеленĕ.
Штаба Муркаш округĕн Общество палатин председателĕ Владимир Никитин ертсе пырать.
– Территори штабĕ ячĕпе пурне те суйлава активлă хутшăнма чĕнетĕп. Граждансене суйлава уççăн ирттерес ĕçе хутшăнма ыйтатăп. Пĕрле эпир тĕрĕс тата саккунлă суйлав ирттерме пултарăпăр, – тенĕ вăл.
Август 2026 |
